Николай КОНВАЛОВ. cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

5 Нарăс, 2019

Çитĕнÿсене çынсем туптаççĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытларикун Красноармейски тата Муркаш районĕсенче пулчĕ, муниципалитетсен ертÿçисемпе, вырăнти активпа пĕрле районсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2018 çулхи кăтартăвĕсене тишкерсе хаклама тата кăçалхи тĕллевсене палăртма хутшăнчĕ.