Комментари хушас

19 Чÿк, 2018

Хĕл Мучин информаци порталĕ ĕçлеме тытăннă

Интернетра Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă мероприятисен «ЧебМороз» информаци порталĕ /новогодний портал "Чебмороз"/ ĕçлеме пуçланă.

Шупашкарта Çĕнĕ çула кĕтме хатĕрленсе епле ĕçсем туса ирттернине, мĕнле уявсем: куравсем, концертсем, акцисем, ăсталăх класĕсем — йĕркеленине пĕлме пулать унта. Кунтах уçă лапамсем хăш тăрăхра уçăлнине, çемьепе уçă сывлăшра ăçта канма май пуррине, ача-пăча валли уяв ăçта йĕркеленине пĕлме пулать.

Тĕп хуламăр 2019 çула «Хĕллехи телей Шупашкарта» чĕнÿпе кĕтсе илĕ. Шупашкар хулин культура тата туризм аталанăвĕн управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, тĕп мероприятисем, паллах, Хĕрлĕ тÿремре, «Амазония» этнокомплексра, Атăл хĕрринче, Лакрей вăрманĕнче тата А.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче иртĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: