Комментари хушас

Новосибирск облаçĕнчи Çĕрçĕр районĕнчи Чăваш ятлă ялти йăхташăмăрсем Чÿклеме ирттернĕ. Ку уява грант укçипе пĕрремĕш хут йĕркеленĕ вĕсем.

Чăвашсем хăнана пуçтарăннисене наци апат-çимĕçĕпе — хуплупа, шÿрпепе, пÿремечпе — хăналанă. Ял-йыш тăван халăхăн культурине, историне сăнлакан япаласен куравĕпе кăсăкланса паллашнă. Культура çурчĕн пуçлăхĕ Ольга Андриенко чăвашсен çи-пуçĕн хăйне евĕрлĕхĕ çинчен каласа кăтартнă. Тивĕçлĕ канури Елизавета Курцева чăваш юрри-кĕввине куççуль витĕр итленине пытарман. Çурçĕр район администрацийĕнче ĕçлекенсем чăвашсене тăван халăхăн йăли-йĕркине тытса пынăшăн тав тунă.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

Марина СЛЕПЧЕНКО архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Исключить из Яндекс-Новостей: