Комментари хушас

30 Çу, 2014

Ачасене çĕнтерме пулăшар

«Хыпар» ыйтăвĕсене республикăн шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» вĕренÿ центрĕн директорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Наталия ПАНЧЕНКО хуравлать.

- Учреждени умĕнче мĕнле тĕллевсем?

- Пирĕн педагогсем ачасене нумай енĕпе хушма пĕлÿ параççĕ, - терĕ Наталия Леонидовна. - Чылай предмет шкул программине кĕмест. Хăйсене кăсăклантараканнине, чун туртнине суйласа илеççĕ. Вĕсене ăслăлăх тĕнчине туртакан тема яланах пур. Пулĕ те. Центра çÿрекенсене, унпа район-хуларан çыхăну тытакансене вăл е ку енĕпе ăслама, хайлама, ĕç çырма пулăшатпăр. Пултарулăха тĕрлĕ енчен кăтартма май туса паратпăр. Ăна шкул, район-хула, республика шайĕнче уçаççĕ. Çакăнпа пĕрлех мĕнле специальноçа алла илсен ачана пурнăçра лайăхрах пулассине ăнлантаратпăр. Вĕсем шкулта илеймен пĕлĕве практика йĕркелесе çирĕплететпĕр. Конференци-олимпиадăна хутшăннисене Дипломпа хавхалантаратпăр. Ăмăртусене хутшăнни - вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку ĕç вĕренекене портфолио хатĕрлеме те кирлĕ.

- Ача ăс нумайрах пухнăçемĕн хăйне ытларах хаклĕ-ши?

- Пĕлÿ хушăннине ăнланса çитĕнет. Çапах та ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене çапла асăрхаттарас килет: тĕрĕслевре çĕнтересси ачашăн пĕртен-пĕр тĕллев ан пултăр. Унăн шухăш-туйăмĕ вылявлă. Вăл çине тăрсах малалла талпăнни аван. Пĕрмай малти вырăнтисен тĕнче курăмĕ ытти ачаран маларах йĕркеленет. Шел те, хăшĕ-пĕри ялан çĕнтернĕрен хăйне хакламашкăн пăрахма е мăн кăмăлланса вĕрентекенпе, ашшĕ-амăшĕпе тава кĕме пултарать.

- Ĕçре ытларах хăш мел-меслетпе усă куратăр?

- Ачасем суйласа илнĕ предметпа ăс пухнă чух тишкерекен темăна кăткăслатсах пыратпăр. Пуçламăш классем чылай чух вăйăра пĕлÿ илеççĕ. Аслă классем ăна конкурссенче тĕрĕслеççĕ. Центр экологи пĕлĕвĕ парать, тавралăха, Раççей, республика историне тĕпчеме пулăшать, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентет, патшалăха юрăхлă, саккунсене пăхăнакан, обществăна усă кÿрекен çын тăвассишĕн тăрăшать. Иртнĕ çулсенчи пекех тĕп вырăнта - пултаруллă ачасене «ăслăлăх чулне» кăшлама пулăшасси. Учреждени юрлама, ташлама е ÿкерме вĕрентмест. Ĕçре тĕпре - ăс-хакăл пуянлăхĕ, тарăн пĕлÿ, ачасене çĕнĕлле шухăшлама хăнăхтарасси, ертÿлĕх пахалăхне аталантарасси.

- Центр историйĕ чухăн мар. Ăна 1931 çулта никĕсленĕ. Пирвайхи ячĕ - ачасен туризм станцийĕ. Темиçе вунă çулти ĕçре хăш енĕпе те пулин улшăну пулчĕ-и?

- 1994-2009 çулсенче вăл методика-информаци центрĕ шутланнă. Унтанпа экологипе тавра пĕлĕве малти вырăнсене кăлартăмăр. Ачасене тĕпчев ирттерме, олимпиадăсене хатĕрлес тĕлĕшпе нумай вăй хуратпăр.

- Йышлăн хутшăнаççĕ-и?

- Пĕтĕм Раççейри вĕренекенсен олимпиадине Чăваш Енре йĕркелекенни «Эткер» çеç. Вăл 21 предметпа иртет. Шкулта вĕрентекеннисенчен - математика, хими, вырăспа акăлчан чĕлхисем, биологи. Шкул программине кĕменни - ÿнер, астрономи, экономика, экологи т.ыт.те. Олимпиада çулталăк тăршшĕпех пырать. Малтан - шкулсенче, муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче, кайран - республикăра, Раççейре. Чăваш Енри пĕтĕмлетÿ тапхăрĕнче çĕнтернисене Мускава яма хатĕрлетпĕр. Кăçал республикăрине хутшăннă кашни ача пĕлĕвне тĕплĕн хакласа палăртрăмăр, чи лайăххисене çеç суйласа илтĕмĕр. Иртнĕ çулсенче муниципалитет йĕркеленĕвĕсен вĕренÿ пайĕсем ачасен ĕçне центр ыйтнă чухлĕ тăратнă. Малашне республика олимпиадине лайăххинчен лайăхраххи çеç лекĕ. Вĕсене вĕтĕ «алапа аллатпăр». Çакăнпа пĕрлех хăш-пĕр муниципалитет Чăваш Ен шайĕнче тупăшма кирлĕ чухлĕ ача тăратасси иккĕлентерет.

- Центрта 10 специалист вăй хунине пĕлетĕп. Пур ĕçе те вăхăтра тума вăхăт çитереççĕ-и?

- Пур ĕç те, вăл шутра олимпиада ирттересси те планпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Хăш-пĕр чух кĕтменни ĕнсе çине тиенет. Ăна та пурнăçлама ĕлкĕреççĕ. Мана çур сăмахран ăнланса пулăшаççĕ. Васкамастпăр, графикран юлмастпăр.

- Çитĕнÿсемпе паллаштармăр-и?

- Республикăра пултаруллă ача нумай. Регион олимпиадине çуллен 9-11 классенче вĕренекен 2 пинрен кая мар ача хутшăнать. Пултарулăха кăтартаканни шкулсенче, муниципалитетсенче икĕ хут ытларах. Ăна виçĕ шайра ирттерсе чи нумай пĕлекене палăртатпăр. Темиçе сăлтава пула республика кăтартăвĕ иртнĕ виçĕ çулта маларахринчен тĕксĕмленчĕ. 2010 çулта Раççей олимпиадине нумаййăн хутшăнмарĕç, сахаллăн çĕнтерчĕç. 2012 çулта - 21-ĕн, пĕлтĕр 14-ăн кăна малти вырăна тухрĕç. Сăлтавĕ тĕрлĕ. Пĕрремĕшĕ - олимпиада ирттермелли йĕрке улшăнни, иккĕмĕшĕ - унта хутшăнакансен шутне чакарни, виççĕмĕшĕ - пурнăçламалли ĕçе кăткăслатни, тăваттăмĕшĕ - конкурса хатĕрлессипе район-хулара ĕçлесе çитерейменни. Кăçал Раççей шайĕнче 114 ача пĕлĕвне хаклĕç. Иртнĕ çул унта 73-ĕн çеç лекрĕç.

- Кăçал республика олимпиадине ирттерме хыснаран укçа уйăрнă-и?

- Илтĕмĕр. Центр йĕркелÿçи - ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви. 2014 çулта ăна йĕркелемелли çĕнĕ меслете ĕçе кĕртрĕ. Унпа килĕшÿллĕн учреждение ятарласа субсиди уйăраççĕ. Вăл республикăра, Раççейре олимпиада ирттерме каять. Тăкак шутне çул çÿрени, хăна çуртĕнче пурăнни, ытти кĕрет. Субсидин пĕр пайĕ - олимпиадăн юлашки тапхăрне йĕркеленĕ чух усă курмалли. Тепĕр пайне Шупашкарта «Çерçи тăвĕсене парăнтар» /«Покори Воробьевы горы»/ олимпиада йĕркеленĕ чух тăкаклăпăр.

Республикăри ачасем ытти регионтинчен пĕр енĕпе те кайра мар. Раççей олимпиадинче пĕлĕве туллин кăтартса мала тухассишĕн ăнтăлмалла.

- Республикăра EXCELSIOR-2014 ăслăлăх-практика конкурсĕ епле иртрĕ?

- Унта пăхса тухма 800 ытла ĕç тăратрĕç. Вĕсене профессорсемпе доцентсем, темиçе министерство специалисчĕсем, çыравçăсем - пурĕ 100 эксперт - хакларĕç. Яланхи пекех çĕнтерÿçĕсем наградăна тивĕçрĕç.

 

Калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.