Комментари хушас

31 Утă, 2018

Кадастр хакĕсене тÿрлетеççĕ

ЧР Юстици министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикинче капиталлă строительство объекчĕсемпе промышленноç çĕрĕсен патшалăх кадастр хакне тÿрлетес 2-мĕш тапхăр пырать.

Аса илтеретпĕр, 2018 çулта республикăра 764 пин капиталлă строительство объекчĕпе 135 пин ытла промышленноç лапамĕ çинчи çĕрсен кадастр хакне çирĕплетнĕ.

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Росреестрăн сайтĕнче кадастр хаклăхĕсен фондне пичетленĕ. Унпа «Чуваштехинветаризаци» сайтĕнче те паллашма пулать. Халĕ ăна тÿрлетес тапхăр пырать.

Отчет пирки çырнă асăрхаттарусене пичетленĕ хыççăн 50 кун /авăн уйăхĕн 12-мĕшĕччен/ йышăнаççĕ. Вĕсене «Чуваштехинвентаризацие» Шупашкар хули, Бабушкин тăкăрлăкĕ, 8 çурт адреспа çыру ярса, 57-03-07 телефонпа шăнкăравласа, ocenka—kadastr21@mail.ru адреспа электрон çыру ярса, МФЦ урлă та çитерме пулать.

Çак ĕç харпăр хăйĕн объектне хак хурас ĕçе хутшăнма май парать.

Асăрхаттарусене шута илсе «Чуваштехинветаризаци» тÿрлетÿ кĕртет /10 куна тăсăлать ку ĕç/. Кун хыççăн тата 10 кунра /юпа уйăхĕн 2-мĕшĕччен/ асăрхаттарусене ырланипе пăрахăçлани çинчен хатĕрленĕ отчетпа паллашма май пулĕ.

 

Теги: