Комментари хушас

2 Утă, 2018

1/4 финала тухнă

Хальхи вăхăтра футболистсем 1/4 финала тухассишĕн кĕрешеççĕ.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ матчра Раççей команди Испание парăнтарса çÿлелле хăпарчĕ. 41-мĕш минутра Дзюба пенальти тапса гол кĕртсе шута танлаштарнă. Анчах тĕп тата хушма вăхăтра шут çавнашкалах юлнă.

Пенальтисен вăхăтĕнче Раççей футболисчĕсене ăнăçнă. Игорь Акинфеев хапхаçă икĕ мечĕке хапхана кĕрттермен. Çитес шăматкун, утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче, пирĕннисем хорватсемпе тĕл пулĕç. Вăйă Сочири «Фишт» стадионра иртĕ.

1/4 финала Уругвайпа Франци те тухнă. Ыттисем паян-ыран паллă пулĕç.

 

Рубрика: