Комментари хушас

5 Çĕртме, 2018

Тухтăр пациентне курасшăн

Операци сĕтелĕ çине 14 çул каялла выртнă ача шăпи еплерех-ши?

Республикăн клиника больницинче вăй хуракан Павел Васильев нейрохирурга пĕлекенсем ăна «вăйлă специалист, ĕçне чунтан пурнăçлакан çын» тесе хаклаççĕ. Хальхинче вăл «Хыпар» хаçат тĕпелĕнче пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.

Медицинăна – 8-мĕш класс хыççăн

Павел Владиславович, професси çул- йĕрĕ çинчен каласа кăтартсамăр. Тухтăра вĕренме ăçтан шухăш тытрăр?
– И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăранпа тухтăрта 20 çула яхăн тăрăшатăп. Медицинăна шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн çул тытрăм – ун чухне Шупашкарти медицина училищине фельдшера вĕренме кĕтĕм. Университет хыççăн интернатурăра неврологи, нейрохирурги енĕпе ăс пухрăм, унтан Республикăн клиника больницин нейрохирурги уйрăмĕнче ĕçлеме пуçларăм. Хусанти ординатурăна та нейрохирурги енĕпе вĕренме кĕтĕм. Ĕçленĕ вăхăтра квалификацие вĕçĕмех ÿстерсе пыма тăрăшрăм, Раççейри тата чикĕ леш енчи нейрохирурги центрĕсенче ăсталăха туптарăм.
Мĕншĕн шăпах нейрохирургие суйларăр?
– Медицина училищинчен вĕренсе тухсан мануаллă терапи центрĕнче вăй хутăм. Унтах неврологипе тата вертебрологипе кăсăкланма тытăнтăм. Çавна май нейрохирург пулса тăтăм та. Нейрохирурги – çамрăк наука. Вăл хăвăрт аталанать. Нейрохирурги уйрăмĕнче ĕçлеме пуçланă вăхăтра операци сахал иртетчĕ. Халĕ çулталăкра 600-е яхăн кăткăс операци тăватпăр. Пуç тата çурăм шăммин мимине кĕрсе, унти патологие пĕтерсе организм ĕç-хĕлне тавăрса çынна çĕнĕрен утма, калаçма, туйма, хăй тĕллĕн пурăнма, ĕçлеме май туса паратпăр.

Принципа пăхăнмасть

Тухтăрăн пациентсене çывăх çын пек йышăнмалла мар тенине илтме тÿр килнĕччĕ. Эсир те çапла шухăшлатăр-и?
– Манăн пурнăçра пациентсемпе вĕсен тăванĕсем юлташа çаврăнни сахал мар пулнă. «Хирургăн тăвансене операци тума юрамасть» тенине илтме тивет. Эпĕ ун пек принциппа пурăнмастăп. Пулăшу кирлĕ пулсан хирĕçлеместĕп.
Пĕрремĕш операцие астăватăр-и? Мĕнлерех ирттертĕр ăна? Пăлхантăр-и е хăвăра лăпках туйрăр-и?
– Пĕрремĕш операци — чи йывăрри, мĕншĕн тесен пациентпа пирвайхи хут пĕччен тăрса юлатăн. Сансăр пуçне ăна тек никам та пулăшаймĕ. Пĕрремĕш операцие интернатурăра вĕреннĕ чухне тунăччĕ. Пациент пуç шăммине хытă амантнăччĕ. Нейрохирургире ку операци кăткăс шутланмасть пулин те тĕрĕс мар ирттерсен йывăрлăх сиксе тухать. Пациент сывалнăччĕ. Пĕрремĕш операци ăнăçлă иртнĕ хыççăн хама хăюллăрах туйма пуçларăм.

Чирлисем йăлăхтарман

– Куллен чирлĕ çынна курса тухтăрсем йăлăхса та хăнăхса çитеççĕ теççĕ…
– Ĕç ывăнтарни чылай профессире тĕл пулать. Анчах, Турра шĕкĕр, ун пеккине эпĕ туйман. Мана хамăн ĕç килĕшет. Пациентсем сывалнине курса хавхаланатăп, хам вĕсене кирлине туйса çунатланатăп. Канмалли кун е отпускра чухне пулăшма ыйтсан та хирĕçлеместĕп. Пулăшма пултарсан мĕншĕн ал парас мар? Мăшăрăмпа хĕрĕм манăн ĕçĕме ăнланаççĕ. <…>
Юлашки çулсенче анлă сарăлнă чирсене тишкерсен хăшĕ ытлараххи палăрать?
– Пирĕн ĕçре çурăм шăммин чирĕсем час-час тĕл пулаççĕ. Иккĕмĕш вырăнта – усал шыçă, виççĕмĕшĕнче – тĕп нерв тытăмне тата çурăм шăммине амантни, тăваттăмĕшĕнче – пуç мимин юн тымарĕсен чирĕ. Суранланни ĕç хăрушсăрлăхне, çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе, ÿсĕр пулнипе çыхăннă. Шыçă чирĕ çамрăксене аптăратма пуçларĕ. Çакă экологипе, генетикăпа çыхăннă. Вăхăтра ирттернĕ диагностика питех те пĕлтерĕшлĕ. Унччен ыратманни канăçсăрлантарма тытăнсанах тухтăр патне каймалла. Сывă пурнăç йĕрки пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Халĕ ачасем компьютер умĕнче вăрах лараççĕ. Çавăнпа çурăм шăмми авăнать, ыратма пуçлать.

Çын вилни асра юлать

Операци хыççăн пациентсем вилни пулнă-и? Тухтăра ун пеккине йышăнма йывăр-и?
– Нумай мар, анчах пулнă. Çакна яланах пăшăрханса та кулянса йышăнатăн. Çын вилни асра юлатех.
Кашни хирургăн асра юлнă кăткăс операци пур ĕнтĕ…
– Нейрохирургире кăткăссисем куллен пулаççĕ. Ансат операцие кайнă чухне: «Пĕр сехетре пурнăçлатăп», – тесе шухăшлатăн, анчах тĕрлĕ йывăрлăх сиксе тухать: калăпăр, юн кайма пуçлать, вара операци тăсăлса каять. Районта 14 çул каялла пулни аса килет. Мана санитари авиацийĕпе пилĕк çулти ача патне чĕнсе илнĕччĕ. Пĕчĕкскер çунашкапа ярăннă чухне йывăç туратне пырса тăрăннă. Турат ачан куçне шăтарса пуç мимине çитнĕ. Куçа кăларса илме, пуç мимине операци тума тиврĕ. Операци вăхăтĕнче унăн чĕри чарăнчĕ, пурпĕрех çăлса хăвартăмăр. Халĕ вăл шкултан вĕренсе тухнă ĕнтĕ, ăна питĕ курас килет. Хамăр больницăра пулăшайман чухне пациентсене çĕршывăн тĕп институчĕсене ăсататпăр е унти специалистсене чĕнсе илетпĕр.
– Мĕн пирки ĕмĕтленетĕр?
– Нейрохирургин хальхи вăхăтри çĕнĕ технологийĕсене алла илес, нейрохирургие хамăр республикăра тата аталантарас килет. Пурне те — пациентсене, тăвансене тата «Хыпар» хаçат вулаканĕсене – сывлăх тата вăй-хал сунатăп. Тулли верси...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.