Вера ЭВЕРККИ калаçнă. Павел ВАСИЛЬЕВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

5 Çĕртме, 2018

Тухтăр пациентне курасшăн

Операци сĕтелĕ çине 14 çул каялла выртнă ача шăпи еплерех-ши?

Республикăн клиника больницинче вăй хуракан Павел Васильев нейрохирурга пĕлекенсем ăна «вăйлă специалист, ĕçне чунтан пурнăçлакан çын» тесе хаклаççĕ. Хальхинче вăл «Хыпар» хаçат тĕпелĕнче пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.