Комментари хушас

18 Çу, 2018

Чăвашлăх хунавĕ — ӳсекен ăрура

Ĕнер, çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче «Тăван чĕлхе — ăс-хакăл мулĕ» фестиваль иртрĕ. Фестиваль шайĕнче шкулчченхи вĕренӳ организацийĕсене çӳрекен ачасен 2018 çулхи «Хунав» республика фестиваль конкурсĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем институтăн тĕрлĕ пӳлĕмĕнче «Илемлĕ чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацисенче тупăшрĕç.

Кашни номинацире ачасен ĕçне сумлă жюри хакланă. Вĕсен хушшинче Альбина Юрату поэтесса, халăх артистки Лидия Попова, Тамара Ишмуратова тата Аида юрăçсем.

«Хунав» республика фестиваль конкурсĕ нарăс уйăхĕнчех пуçланнă. Ака уйăхĕнче районсенче пĕрремĕш тапхăр иртнĕ. Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче вара районсенчи çĕнтерӳçĕсем республика шайĕнче тупăшнă. Конкурса 50 ытла ача хутшăннă.

«Хунав» конкурс республикăра пĕрремĕш хут иртмест, вăл 3-4 çул каяллах пуçланнă. Тĕп тĕллевĕ ача садне çӳрекенсене чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси, тăван чĕлхепе пĕчĕкренех калаçма хăнăхтарасшăн.

— Пĕчĕк ачасене эпир пурне те юратса пăхатпăр, çавăнпа та вĕсем хутшăнни, хăйсене кăтартма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасен ăсталăхне хаклакансем: «Хăшне-пĕрне паянах театра яма юрать. Юррисене куçран пăхсах шăрантараççĕ», — терĕç. Пĕчĕккисене юратмасăр пăхма çук вĕт. Пурне те вырăн парас килет. Ытти конкурсра хутшăнакансен 25 процентне Хисеп хучĕпе чыслаççĕ пулсан эпир, пурне те тытса юратас килнипе, 50 процент таранах паратпăр. Мĕншĕн тесен пултаруллисем питĕ нумай, ачасем те тăрăшсах ĕçлеççĕ. Конкурса хутшăннисене пурне те хутшăннине ĕнентерекен сертификат, ручка, закладка парса тухнă. Конкурс вĕçленсен ачасене ача-пăча кĕнеки валеçсе патăмăр, ытларах — Альбина Юрату поэтессăнне. Ӳкерчĕклĕ кĕнекесемшĕн ачасем уйрăмах савăнаççĕ, — пĕлтерчĕ Инесса Ядранская, наци вĕренӳ центрĕн ертӳçи.

Конкурс йĕркелӳçисене савăнтаракан тепĕр самант — ачасене воспитательсем кăна илсе килменни, ашшĕ-амăшĕ те уява кĕрсе кайни.

Ку фестивале кашни çулах ирттерме палăртрăмăр.

Çак фестивальпе пĕрлех Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа ирттернĕ уявсенче çĕнтернĕ ачасене саламланă. Сăмахран, республика шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ» пысăк фестиваль. Чăваш чĕлхине кăмăллакан ачасене вара кăçал Етĕрне районĕнчи «Созвездие» лагерьте пуçтарма палăртнă. Чи пултаруллисене унта пыма сертификат парнеленĕ те ĕнтĕ.