"Хыпар" издательство çурчĕн кăларăмĕсемпе туслашса такаллă тата телефонлă пулма май пур
Çак кунсенче "Хыпар" издательство çурчĕн хаçат-журналне почтальонсем урлă йÿнĕ хакпа çырăнма май килнине эпир пĕлтернĕччĕ-ха. Республикăри пысăкран та пысăк наци медиахолдингĕ хăйĕн пичет кăларăмĕсемпе туслисене хавхалантарас шутпа вĕçĕмех тĕрлĕ акци ирттерет. Хальхинче эпир "Хыпар" хаçата 2018 çулăн II çурринче илсе тăма çырăнакансем хушшинче ăратлă така выляттарăпăр. "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçатне" çырăннисем валли те парне - смартфон - пур.
"Çамрăксен хаçатне" илсе тăмашкăн çырăннине ĕнентерекен квитанци копине редакцие почтăпа (Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт) е электрон почтăпа (molgazeta@rambler.ru) кăçалхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса памалла. Телейлине кăçалхи çертме уйăхĕн уйăхĕн 25-мĕшĕнче палăртăпăр. Телефон хуçине никама пăхăнман çынсенчен йĕркеленĕ комисси шăпа ярса палăртĕ. Хаклă парне сертификатне те, смартфона та редакцире çĕртме уйăхен 25-мĕшĕ хыççăн парăпăр.