Питрав парни: «Хыпар» хаçат çырăнăр та – такаллă пулăр

11 Çу, 2018

Хыпар» издательство çурчĕн кăларса тăракан «Хыпара» е «Хыпар»-эрнекуна 2018 çулăн II çурринче илсе тăмашкăн çырăнăр та квитанци копине редакцие почтăпа /адресĕ — Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13, 3-мĕш хут/ е электрон почтăпа /hyparkd@mail.ru/ кăçалхи июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен кая юлмасăр ярса парăр.

Кăçалхи июнь уйăхĕн 25-мĕшĕнче телейли – ĂРАТЛĂ ТАКА хуçи – паллă пулĕ. Куйбышев ăратĕнчи такана кам тивĕçнине никама пăхăнман çынсенчен йĕркеленĕ комисси шăпа ярса палăртĕ. Хаклă парне сертификатне редакцире /адресне çÿлерех çырнă/ июнь уйăхĕн 25-мĕшĕ хыççăн парăпăр, такана киле çитерме пулăшăпăр.

«Хыпар» (индексĕ – П2230) — 709 тенкĕ те 38 пус.

«Хыпар»-эрнекун (индексĕ — П2267) — 352 тенкĕ те 20 пус.

Рубрика: 

Комментари хушас