Комментари хушас

Иртнине манма юрамасть. Халăхăмăрăн пурнăçĕнчи йывăр самантсене асра тытни пире пуç усмасăр малалла талпăнма вăй парса тăрать. Вăрçă нушине тÿссе ÿснĕ çынсен чăтăмлăхĕ, вăй-хавалĕ, пурнăçа юратни кĕçĕн ăрăва та çирĕпрех пулма хистет.

Раиса Соловьева Куславкка районĕнчи Хурамал ялĕнче 1931 çулта çуралнă. Чухăн çемьере ÿснĕ вăл, çитменнине ашшĕ — суккăр, амăшĕ — уксах. Килте çичĕ ачаран асли пулнă май хĕр ача пĕчĕклех яваплăха хăйĕн çине илме, кирек епле ĕçе те вăр-вар пурнăçлама хăнăхнă. Нуши-терчĕ вара кашни утăмрах сыхланă тейĕн. Икĕ шăллĕ, Юрий тата Коля, хĕрлĕ шатрапа чирлесе вилнĕ.

«Текех вĕренме каймастăп»

«Çăтăр-çăтăр хут çине чернилпа çыраттăмăр. Кăштах та пулин вараласан вĕрентекен япăх паллă лартатчĕ. Татьяна Николаевна мана питĕ вĕрентесшĕн пулнă, ăслă ачасемпе пĕр парта хушшине лартатчĕ. Анчах вăл шаннă пек пулмарĕ», — аса илÿ çăмхине сÿтрĕ Раиса Ивановна.
Тăваттăмĕш класа туллин çÿресе пĕтереймен вăл. Кăрлач уйăхĕ тĕлне класри 42 ачаран 14-шĕ сасартăк вĕренме пăрахнă. Шкултан таврăнсанах пĕчĕк Раиса та ашшĕне: «Эпĕ текех вĕренме каймастăп, пирĕн вăхăтрисем пурте пăрахрĕç. Ун вырăнне хăва туртма каятăп», — тенĕ. Çапла вăл пĕр куна та сая ямасăр хăва туртма çÿренĕ. Ашшĕ вĕрентесшĕнех пулнă ăна. Анчах хĕр ача чухăн пурнăçшăн çав тери намăсланнă. Унăн шкула çÿреме йĕркеллĕ тум та пулман-çке…

Амăшĕн кĕпи

Урана тăхăнма ашшĕ çăпата ăсталанă. Калуш пирки çемье ĕмĕтленме те пултарайман. Хĕллехи вăхăтра кăçатă та тăхăнса курман, ун вырăнне каптăрмаллă çăпата пулнă.
Мăнкун вăхăтĕнче ачасем килĕрен киле çÿренĕ. Ун чухне амăшĕ Раисăна хăйĕн вăрăм кĕпине тăхăнтартса янă. Кÿрше кайсан нихăçан та пушă алăпа таврăнман. Елен инкĕшĕ ачасене çăмарта та, канфет та, хĕвел çаврăнăш та, мăйăр та — темĕн те тултарса панă. Тен, кÿршисене çапла майпа кăштах та пулин пулăшас тенĕ.
Йывăр пурнăçа пула шкула çÿреме пăрахнă хĕр ача колхоз ĕçĕнчен юлман. Тырă вырма, утă çулма çÿренĕ.
Хăва туртма кайсан лесник тĕлне пулма хăранă. Хаярскер курсан ватса, çунасене аркатса пĕтернĕ-çке. Ачасене хĕрхенмен.

Ашшĕ ĕнине парса яман

Соловьевсен çемьи выльăх-чĕрлĕхрен татăлман. Ялта пурăнаканăн унсăр май çук, çынран та намăс, патшалăха налук та тÿлемелле.
«Пĕррехинче атте патне налук пуçтаракан килнĕ, — хурланса аса илчĕ Раиса Ивановна. — Вăхăтра тÿлеймен пуль ĕнтĕ вăл. Хайхискер ĕнене çавăтса кайма пуçланă. Атте: «Илсе кайăр, пурпĕрех сирĕн пата ыйтма пыратăп», — тенĕ. Вара ĕнене илсе кайман, асăрхаттарса хутсем çыркаланă çеç. Налука вăхăтра тÿлеймесен хăвăртах килсе штрафланă. Патшалăха çăмарта та, какай та, сĕт те, çу та тÿлемелле пулнă. Уксах анне кашни кун михĕпе вăрмана курăк çумлама кай-нă. Выльăх-чĕрлĕхе тăрантармалла-çке. Унсăрăн мĕнле пурăнăн?»
Лайăх лашасене пурне те вăрçа илсе кайнă. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама вăкăрсене илсе тухнă. Çĕр сухаланă чухне суха пуçне алăпа та туртнă, вăкăра та турттарнă.

Йывăр пулсан та хавасланма пĕлнĕ

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем — пурнăçри чи асаплă тапхăр», — терĕ Раиса Ивановна. Выçлăх хуçаланнă вăхăт... Халăх темĕнрен те çимелли хатĕрлеме вĕренсе çитнĕ. Вĕлтĕрен яшки, мăян çăкăрĕ, крахмал икерчи… Пурнăç çăмăлланасса мĕн чухлĕ кĕтмен-ши?
Çапах та йывăрлăха пăхмасăрах ача- пăча, яш-кĕрĕм хавасланма май тупнă. Малалла вулас...

Лариса ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.