Комментари хушас

23 Пуш, 2018

Чăваш Енре Навруз уявне паллă турĕç

Навруз — тĕрлĕ халăха пĕтĕçтерекен уяв. Çак кун çуркуннене, çанталăк ешерме пуçланине кĕтсе илнине паллă тăваççĕ. Кăçал ăна пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Туслăх çуртĕнче уявларĕç.

Уява Чăваш енре пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем хутшăнчĕç. Пухăннисене республикăри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков, ЧР культура министрĕн заместителĕ Иван Архипов саламларĕç. Фойере тĕрлĕ халăхăн ташши-юрри янăрарĕ, наци культурисемпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Хăнасем азербайджан, туркмен, узбек, таджик тата ытти наци апат-çимĕçне астивсе пăхма пултарчĕç. Уява Шупашкарти «Сувар ачисем» ташă ансамблĕ, таджик халăхĕн маттур çамрăк параппанçи Сунат Бурхонов, Каçал тăрăхĕнчи «Мишар» ансамбль, Кавказ ташшисен «Сăрт-ту ачисем» ушкăнĕ, «Сувар пикисем» дуэт, узбек ташăçи Элдорбек Набиев тата ыттисем хăйсен пултарулăхĕпе илемлетрĕç.

Азиз БАДИРОВ, Чăваш Енри Азербайджансен пĕрлĕхĕн ертÿçи:

Çак уява эпĕ питĕ кăмăллатăп. Вăл пире кăна мар, тĕрлĕ наци çыннисене пĕрлештерет. Уява çамрăксем те, ватăсем те савăнса кĕтсе илеççĕ. Эпир ăна кашни çул сумлăн паллă тăватпăр. Навруз пире пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма пулăшать, çут çанталăк саккунĕсене пăхăнма вĕрентет.

 

Рубрика: 
Теги: