Сусăр ачапа — дачăра
Любовь Владимирова 12 çулти сусăр хĕрĕпе Канашра, Йĕпреçе каякан çул хĕрринчи коллектив садĕнчи дачăра, тĕпленнĕ. Çемьен хваттер те, çурт та çук.
12 çулта — тăхăр операци
Вита — Любăн иккĕмĕш ачи, ăна вăл 45-ре çуратнă. Ача кĕтнĕ чухне хĕрарăм хăйне йĕркеллех туйнă, анализсем те аван пулнă. Хĕр пĕрчи çут тĕнчене çичĕ уйăхра килнĕ. Ача тĕрĕс-тĕкел аталанманнине, куçĕ курманнине тухтăр çирĕплетичченех сиснĕ амăшĕ. 9 уйăхра чухне пепке ларайман. Сочире пурăнакан Люба ачипе Шупашкара невропатолог патне тĕрĕсленме васканă. Вита ДЦПпа чирли çулталăкран тин паллă пулнă. Суккăрлăх сăлтавне Санкт-Петербургри про-фессор çапла ăнлантарнă: вăхăтсăр çуралнă ачасен суккăрланас хăрушлăх пысăк, эмелсене вăхă-тра тумлатса тăмасан пушшех те. Витăн хăрах куçĕ пачах курмасть, тепри тĕтреллĕ курать, тĕссене уйăраять. Купарчапа пĕçĕ тĕлĕнчи сыппа Вита 4 çул тултарсан умлă- хыçлă икĕ хутчен операци тума тивнĕ. Реабилитаци центрĕнче сипленнĕ хыççăн хĕр пĕрчи утма тытăннă, хăйĕн транккайĕ /ходули/ çинче ташланă. Амăшĕ тем пекех савăннă çакăншăн. Нумай та вăхăт иртмен, сылтăм пĕçĕ сыппи сиксе кайнă. Ăна вырăна лартас тесе вăрах нушаланнă, каллех темиçе операци витĕр тухма тивнĕ. 4 çул иртсен тин инвалид кÿми панă вĕсене. Анчах та хĕр пĕрчи унта ларайман. Амăшĕ ачана пĕрмай хăма татки çинче йăтса çÿренĕ. Вита нумай пулмасть çеç ларма тытăннă-ха, маларах вара вырăнпах выртнă. Телее, хĕр пĕрчи ăслă- тăнлă, лайăх астуса юлать. Пластилинран тĕрлĕ кÿлепе ăсталать. Пĕлтĕр вĕсем патне учительсем те килнĕ, анчах ача пĕрмай операцире пулнăран çÿреме пăрахнă. 12 çулти Вита хăйĕн кĕске пурнăçĕнче 9 операци чăтса ирттернĕ. Унăн сулахай алли-ури ĕçлемест, хăрах ури палăрмаллах кĕске. Амăшĕ тухтăрсенчен ача утса каяс шанчăк пуррипе çуккине ыйтсан: «Пулăшатпăр, тăрăшатпăр», — тенипе çеç çырлахтараççĕ-мĕн. Юлашки хут тăраниччен хăçан çывăрса курнă-ши Люба? Ури ыратнăран хĕрĕ нăйкăшнă чухне çĕрĕпе куç хупмасть вăл. «Вăрттăн йĕретĕп, куçĕ курмасан та йăлтах сисет», — тет Витăна телейлĕ тăвассишĕн чунтан çунакан амăшĕ. Кăçал 58 çул тултаракан хĕрарăмăн хăйĕн те сывлăхĕ çирĕпех мар, час-часах юн пусăмĕ хăпарнипе аптăрать, пĕрмай пуçĕ, пилĕкĕ ыратать.
«Интерната пар та Мускава кай»
Любовь Михайловна хĕрĕпе тăван ялĕнче, Канаш районĕнчи Мăкăрта, пропискăра тăрать. Çурчĕ юхăннă, пурăнма юрăхсăр. Ăна вилес умĕн пиччĕшĕ тăван хĕрне халалласа хăварнă. Çуралса ÿснĕ хваттере тăван аппăшĕпе унăн ывăлĕ сутса янă, хăйсем валли хулара кĕтес туяннă. Çиччĕн çитĕннĕ вĕсем, ашшĕпе амăшĕ тахçанах ку тĕнчере çук ĕнтĕ, тепĕр икĕ пиччĕшĕ те çут тĕнчерен уйрăлнă. Шел, чи кĕçĕн йăмăкне йывăр самантра пĕри те алă парса пулăшасшăн мар. Халь пурăнакан дача та Любăн хăйĕн мар. Ăна Сочири хĕрĕ Кристина туяннă. 16 тăваткал метрлă çуртра виçĕ çул пурăнать вăл. Икĕ диван, сĕтел-пукан, холодильник, кÿме вырнаçтарнă. Пĕр кĕтесре — кăмака. Пĕчĕк пÿлĕмре утса çÿремелĕх те вырăн çук. Хĕлле коллектив садне çын çÿременпе пĕрех, унта та кунта килсĕр-çуртсăр йытăсем çеç чупса çÿреççĕ. Çулла вара шавлă: пĕрмай канма килеççĕ, эрех-сăра ĕçеççĕ, шашлăк ăшалаççĕ...
Любовь Владимирова пулăшу ыйтса чылай çĕре çитнĕ. Нумай кĕттермен — вĕсем патне Канашри халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центртан килнĕ. Дачăри пурăнмалли условисене пăхса çаврăннă хыççăн соцĕçченсем çапла сĕннĕ: Канаш районĕнчи Ертĕмен Кушăк ялĕнчи 80 çултан каçнă мучи патне пурăнма каймалла. Ватăскер вилессе кĕтмелле, вара кайран çурчĕ унăн пулĕ. Любовь Михайловна шалт тĕлĕннĕ. Ара, çав яла йăпăр-япăр васкавлă медпулăшу та кĕрсе тухаймасть вĕт. «Каçарăр-ха, ДЦПпа чирлĕ ачана тата ватă арçынна епле пăхмалла?» — ыйту панă нушине пайтах курнă хĕрарăм. Хурав илтеймен. «Апла пулсан ачуна интерната пар та хăв Мускава кай, хваттер валли укçа ĕçлесе ил. Мĕн шăв-шав çĕклесе çÿретĕн?» — çакнашкал «ансат мел» сĕнсе хĕрарăмăн чунне пушшех ыраттарнă. Хăйĕнчен кулнăнах туйăннă çакă. 57-ре хваттер ĕçлесе илесси çăмăл теççĕ-ши? «Ман ача йытă çури мар, текех ман пата ан та килĕр», — çапла каласа ăсатнă вăл социаллă ĕçченсене. 12 çулта пĕр хутчен пулăшнă вĕсем: 4 килограмм хура тул кĕрпи тата çур литр тип çу панă.
Çак газ кĕртмен пĕчĕк кĕтес пурришĕн те хĕпĕртет Люба. «Савăнмалли нимĕн те çук-ха, çын начаррине те хăнăхать. Çаврăнкалама вырăнĕ пулмасан та ăшă. Каçсерен йытăсем хÿтĕлеççĕ пире. Эпĕ вĕсене уншăн апат çитеретĕп», — куççульне пытараймарĕ хĕрарăм. Маларах, хваттер тара тытнă чухне, çынна уйăхсерен 8-9 пин тенкĕ пама тивнĕ, ун чухне пенси укçи çăкăрлăх та çитсе пыман.
Сăмах май, дачăра пĕлтĕрхи раштавранпа электричество çук. Малалла вулас...