Комментари хушас

22 Нарăс, 2018

Çавăтăнса юнашар утайман

Килте телефон шăнкăртатнă. 12 çулти хĕрача кĕпçене йăпăр-япăр ярса тытнă — лини тепĕр вĕçĕнче каччă сасси илтĕннĕ. Йăнăшпа лекнĕскер сăмах нумай вакламан, каçару ыйтнă та телефона каялла хунă. Вăхăт малалла шунă. Оля та хĕр шутне кĕнĕ. Турри çапла çырнă-ши, шăпа-ши — хайхи каччă каллех çак телефон номерĕпе шăнкăравланă. Те ятарласа, те ăнсăртран… Никам та мар, каллех Оля тытнă. Вăхăт самаях иртнĕ пулин те хĕрачан илемлĕ сассине тÿрех уйăрса илнĕ Алексей. Пĕр-пĕрне палламан хĕрпе каччăн калаçу тÿрех сыпăннă. Алеша нимĕн те пытарман пикерен, хăй пирки уççăн, ури çине нихăçан тăрайманни, ĕмĕрлĕх сусăр пулни пирки каласа кăтартнă.

Сусăррине асăрхаман

Салтакран тин çеç таврăннă Алексей килте алă усса ларас темен, Мускав тăрăхне ĕçлеме кайнă. Яла таврăннă чухне Тутарстанра хăрушă аварие çакланнă вăл. Машинăра иккĕн çеç чĕрĕ юлнă. Чылай вăхăт сипленнĕ пулин те Алексей тăрайман: нервсем хĕсĕннĕрен каччăн икĕ ури те ĕçлеме пăрахнă. Вырăнпа выртаканскер ир те каç малашлăхĕ пирки шухăшланă. Савнă хĕрĕ пăрахсан та пурнăç тĕллевне, шанăçа çухатман вăл. Ăс-тăнĕ йĕркеллех, çамрăк… Кирек мĕнле пулсан та йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла утмаллах. Хăй умне çирĕп тĕллев лартнă: «Çынна юрăхлă пулатăпах, çавах парăнмастăп». «Турă çырни хапха умне килет» каларăша та пуçран кăларман. Тин çеç шкул пĕтернĕ Оля шăнкăравламассерен унпа ăшшăн калаçнă, хавхалантарма тăрăшнă. Пĕррехинче каччă тĕлпулăва килесси пирки пĕлтернĕ. Каç пуласса хумханса кĕтнĕ Элпуç хĕрĕ. Хальччен каччăпа çÿресе курманскер ун патне тухма та вăтаннă. Кил умне машинăпа çитсе чарăннă Алеша. Çав тери именсен те хапха умĕнче кĕтсе лараканскер патне тухма хăюлăх çитернĕ хĕр. «Пĕрре курсах килĕштертĕм. Вăл сусăррине асăрхамарăм. Вăл манран 12 çул аслă пулни те, иксĕмĕр çавăтăнса юнашар утаймасси те хăратмарĕ мана», — чунне уçрĕ Ольга. Çур çул туслă çÿренĕ хыççăн вун çиччĕри хĕре качча тухма ыйтнă Алексей. Çав вăхăтрах савнийĕ хирĕçлесрен пăшăрханнă вăл. Оля татăклă хурава нумай кĕттермен — пурнăç çулĕпе унпа юнашар утма килĕшнĕ. Айккинче пăшăл пăтти пĕçерекенсене те хăлхине чикмен, тăванĕсем ятланине те итлемен вăл. Савнийĕсĕр пуçне ăна нимле каччă та кирлĕ пулман.

«Ăнах суйлăттăм»

Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуçри Алексейпе Ольга Архиповсем 17 çул пĕр сукмакпа утаççĕ. «Эпĕ ăна шеллесе мар, чунтан юратса качча тухнă. Çулсем иртнĕ май ăнланса илтĕм — çамрăк пулин те пĕртте йăнăшман, тĕрĕс утăм тунă. Пурнăçа каялла çĕнĕрен тавăрма май пулнă тăк ăнах суйлăттăм. Вăл çумра çук чухне тем çитмест пек туйăнать. Вăл — ман ывăлăмсен ашшĕ. Пурнăçра вăй, тĕрек парса тăраканни», — калаçăва малалла тăсрĕ Ольга. Сусăра качча тухма килĕшнишĕн тем пек йывăр самантра та ÿкĕнмен вăл. Ялта хĕрарăма хуçалăх тытса пыма çăмăл-и? Ир-ирех тăрса выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, кил-çурта тирпейлемелле, кашни кун ĕçе васкамалла… Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.