Вырăс хĕрарăмĕ пепкине чăваш халăх юррипе çывăратать
Артем Носковпа пĕлтĕр Хусанти Туслăх çуртне кайсан паллашнăччĕ. Чăваш çамрăкĕсен «Аталан» ушкăнĕн ертÿçи вăл хăйне кураторĕ тет яшсемпе хĕрсем тăван чĕлхепе культурăна сыхласа хăварассишĕн çуннине хăпартланса каласа кăтартнăччĕ. Нумаях пулмасть вăл хăй Шупашкара килчĕ, ăна редакцие чĕнтĕмĕр. Мĕнпе сывлаççĕ Тутарстанри чăваш çамрăкĕсем? Йăхташăмăрсем йышлă пурăнакан тăрăхра тăван чĕлхене аталантарассишĕн мĕн тăваççĕ?..
Артем — чăваш ялĕнчен, Чăваш Шупашкарĕнчен. Артемăн ашшĕ-амăшĕ хăй вăхăтĕнче «Илем» фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ, вăл халăх ятне çĕнсе илнĕ. Ачаранпах чăвашла калаçса çитĕннĕ каччă 9-мĕш класс хыççăн тăван чĕлхе олимпиадине хутшăннă, Чăваш Енри «Кĕрен парăс» лагерьте «Эткер» сменăра /унта тĕрлĕ регионти чăваш ачисем килеççĕ/ каннă. Кайран яш акăлчан чĕлхине ăса хывма колледжа çул тытнă. Журналистикăпа кăсăкланнăскер Тутарстанри ача-пăчапа çамрăксен «Ылтăн калем» фестивальне хутшăннă. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ Артем малтан тăван ялĕнче шкулта вĕрентекенре тăрăшнă, кайран строительство компанийĕн ертÿçин тилхепине тытнă. Халĕ аспирантурăра вĕренекенскер — Тутарстанри Чăваш наципе культурин автономийĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçин заместителĕ.
Чăваш çамрăкĕсен «Аталан» ушкăнĕ 4 çул каялла яшсемпе хĕрсене пĕр чăмăра пухнă. Ăна йĕркеленĕ Марина Кудряшова малтан пăшăрханнă: «Артем, тен, ĕç тухмасть? Çамрăксене пĕрлештерсе чĕлхепе культурăшăн ырă ĕçсем тăвайăпăр-ши?» Каччă пуç усма паман: «Эпĕ пур, эсĕ… Унтан виççĕмĕшĕ килет». Вăхăт пур-и, çук-и — «Аталан» хастарĕсем эрнере пĕрре Туслăх çуртĕнче пухăнаççĕ. Пĕлтĕр вĕсем Тутарстанра пурăнакан чăваш ачисемпе вĕрентекенĕсем валли форум йĕркелеме 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Унăн тĕллевĕ — çитĕнекен пĕчĕк чăвашсене тăван чĕлхен пуянлăхне кăтартасси. Ара, унăн пуласлăхĕ шăпах çамрăксенче-çке. Çуркунне Петĕр Хусанкай çуралнă ялта иртнĕ форума 100-е яхăн çын хутшăннă. Малтанах ятарлă конкурс ирттернĕ, унта палăрнă чи маттуррисем çеç мероприятие лекейнĕ. Артем каланă тăрăх, форума хутшăнас кăмăллисем чылай. Çавăнпа пĕлтĕр хĕлле тепĕр форум ирттернĕ. Чăваш ялĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулнăран ăна Атăл енче те, Кама енче те йĕркелеме палăртнă. Черетлĕ мероприятие çу уйăхĕнче ирттересшĕн.
«Аталан» çамрăкĕсем акă мĕн асăрханă: форума чăвашла вĕренекен урăх халăх ачисем те хутшăнасшăн. Алексеевски районĕнчи пĕр шкулта пĕлÿ пухакан вырăс хĕрачи: «Мана чăваш чĕлхи килĕшет, çавăнпа вĕренетĕп те», — палăртнă. Аксу районĕнчи тепĕр хĕрача, хăй тутар пулин те, чăвашлăхшăн çуннине пĕлтернĕ. Чăвашсем тăван чĕлхепе калаçма çунман чухне урăх халăхсем вĕсен чĕлхине вĕренме тăрăшнинчен тĕлĕннĕ çамрăксем. Форума чылай çын хутшăнни — ушкăн çитĕнĕвĕ. Çакă вĕсене малалла ĕçлеме вăй-хăват хушать. Кăçалхи мероприятие, сăмахран, 200 çын килме палăртнă. Малалла вулас...