Комментари хушас

ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов тата çумĕ Александр Шевлягин тĕп архитектор Правительство çуртĕнче кăçал чи малтан ĕçе кĕртмелли «Хула ăшне хăтласси» проекта пурнăçлас ыйтупа пресс-конференци ирттерчĕç.

— 2018 çулта проекта малалла тăсăпăр, — терĕ Максим Иванов. — Пĕлтĕр вырăнти хăй тытăмлăх территорийĕсене хăтлама тĕрлĕ шайри бюджетран — 300 млн, çав шутра федераци хыснинчен 261 млн тенке яхăн тăкакланă. <...> Пĕлтĕртенпе проект тытăмĕ тата конкурса хутшăнмалли йĕрке кăштах улшăнчĕ. Граждансем пурăнмалли çурт картишне хăтлама хывакан чи пĕчĕк укçа виçине 2018 çул валли Раççей Правительстви йышăну кăларса çирĕплетрĕ. Вăл кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕшĕн пĕрешкел пулать, 3 процентпа танлашать. Иртнĕ çул ăна палăртма хăй тытăмлăх органĕсене ирĕк панă. Ăна хывмасан проекта пурнăçлама право çĕнсе илеймеççĕ. Çынсен кăçал та общество ĕçне хутшăнмалла. Общество территорийĕсене тирпей-илем кĕртме вĕсенчен укçа пухмаççĕ. Хăтламалли лаптăксене общество пухăвĕсенче е электрон меслечĕпе сасăлаттарса суйласа илеççĕ. Шăпах çак кунсенче 20-шер пин çынран ытларах пурăнакан Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисенче тирпейлеме вăл е ку территорие суйласа илессишĕн сасă параççĕ. Сăмахран, Шупашкар хула администрацийĕн сайтĕнче обществăн 18 территорине кăтартнă. Вĕсен йышне пурăнмалли çуртсен картишĕсем кĕмеççĕ. Ытларахăшĕ — кану вырăнĕсем.

Сасăлавăн пĕрремĕш тапхăрĕ нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕччен пынă. Унччен çÿлте асăннă меслетсемпе усă курса çынсен пурăнакан вырăнти лаптăка е лаптăксене хăтлама ыйтмалла пулнă. Муниципалитет йĕркеленĕвĕ списока кĕртнĕ объектсемсĕр пуçне граждансем сĕннисемшĕн те сасăлаттараççĕ. Чи нумай сасă пухнисене программăна кĕртеççĕ.

Сасăлавăн иккĕмĕш тапхăрĕнче — пуш уйăхĕн 16-23-мĕшĕсенче — общество территорийĕсен эскиз проекчĕсенчен чи килĕшÿллĕ те пахине палăртас тĕллевпе çÿлте уçăмлатнă мелсемпех сасă памалла. Пĕлтĕр çак йĕрке пулман. Хăш-пĕр муниципалитет эскиз проекчĕсене суйласа илнĕ ĕнтĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта сасăлав пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртет. Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенче — темиçе кун каярах. <...>

 

Юрий МИХАЙЛОВ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.