Сентре çинче мĕн?
Апат-çимĕç пахалăхĕ, выльăх, ÿсен-тăран чирĕсенчен сыхланасси, усă курман çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртесси — çак тата ытти ыйтăва иртнĕ ытларикун Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ ял хуçалăх академийĕнче ирттернĕ халăх итлевĕнче сÿтсе яврĕç.
Тĕрĕслев сахалрах
Итлеве управленин тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн кăтартăвĕсене пăхса тухассине халалланă пулин те, çак тытăм ертÿçи Алексей Палькин палăртнă тăрăх, йăлана кĕрсе пыракан çакнашкал тĕлпулусем икĕ енлĕ диалога вăй параççĕ, надзор органĕн сотрудникĕсене районсен, хуçалăхсен, бизнес представителĕсене итлеме тата илтме те пулăшаççĕ. «Илтме» хатĕрри вара управлени хăйĕн ĕç йĕркине улăштарса пынинче те сисĕнет. Калăпăр, 2017 çулта 6,5 пин ытла тĕрĕслев ирттернĕ: планпа пăхнă тĕрĕслевсем виçĕм çулхинчен 23% чакнă, планпа пăхманнисен шучĕ вара 42% чухлех пĕчĕкленнĕ.
Кунта пĕчĕк тата вăтам бизнес тĕлĕшпе «над-
зор каникулĕ» йĕркеленин витĕмĕ пысăк, çапах
çакă та куç кĕрет: управлени паян йĕркене пă-
хăнман тĕслĕхсене тупса айăплисене явап тыт-
тарассишĕн çунмасть, унашкаллинчен сыхланас-
сине тĕпе хурать. Тĕрĕслевсене те ытларах сак-
куна пăсас хăрушлăх пур сферăсенче ирттерме
тăрăшаççĕ. Ку тĕрĕслевсен «эффективлăх» текен
кăтартăвне тÿрремĕнех витĕм кÿрет: вĕсен çурри-
не яхăн пайĕнче йĕркене пăснине тупса палăртнă.
Пĕлтĕр саккуна пăснин 1,3 пин тĕслĕхне тăрă шыв
çине кăларнă май вĕсем тăрăх палăртнă штраф-
сен виçи 9,5 миллион тенкĕрен иртнĕ.
Пухăннисене ветеринарипе çыхăннă право
практикипе паллаштарнă май управлени ертÿçин
заместителĕ Александр Андреев сыснасен Афри-
ка мурĕнчен сыхланасси çинче пайăррăн чарăн-
са тăчĕ. Лару-тăру çивĕччи вăрттăнлăх мар. 2017
çулта Раççей территорийĕнче çак чир тĕлĕшпе
çивĕчлĕх пур 188 вырăна палăртнă. АЧС вирусĕ
23 субћект территорийĕнче сарăлнă. Çав шутра
— Атăлçи округĕнче те: Саратов, Чулхула, Са-
мар облаçĕсенче. Чăваш Енре те иртнĕ çул çав-
нашкал пĕр пункта регистрациленĕ. АЧС вирусне
Çĕмĕрле лесничествин территорийĕнче тупнă хир
сыснисен виллисене лабораторире тĕпченĕ май
тупса палăртнă.
АЧС та пăшăрхантарать, сĕт пахалăхĕ те
Чир килти сыснасене те ерме пултарас хăруш-
лăх пысăккине кура ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе раш-
тавăн 15-мĕшĕнчен тытăнса карантин йĕркине
вăя кĕртнĕ. Хир сыснисен шутне чакармалли ме-
рăсем пулăшас шанăç пур. Çавăнпа республикă-
ра пĕлтĕр 178 хир сыснине тытнă. Паллах, выльă-
ха мĕнле усранине, аш-какай илсе тухассине, су-
тассине тĕплĕ тĕрĕслени те пысăк пĕлтерĕшлĕ —
ку енĕпе те анлă мерăсем йышăннă.
Ял çыннине паян хушма хуçалăхра суса иле-
кен сĕте сутăн илмелли хак тăруках анса ларни
пăшăрхантарать — итлевре кун пирки те калаçу
пулчĕ. Рынокра сĕт юр-варĕн фальсификачĕ ну-
маййи те çакна тÿрремĕнех сăлтавлать-çке. Ре-
спубликăра сĕтпе унăн продукчĕсене фальсифи-
кациленин шайĕ 13,4% танлашать иккен. Çакă,
калăпăр, Ульяновск облаçĕнчипе танлаштар-
сан /унта — 65%!/ чылай пĕчĕкрех, апла пулин те,
иккĕленмеççĕ управлени специалисчĕсем, кунаш-
кал лару-тăрупа çырлахма юрамасть.
Йÿнĕрех пулнине кура фальсификат конкурент-
лă кĕрешÿре паха сĕте «хĕстерни» куç кĕрет. Сă-
мах май, япăххи яланах ютран килет текен шухăш-
па та килĕшме çук. Фальсификат тупса палăртни-
не кура управлени 19 предписани панă. Çав шу-
тра «Молочное дело — Ивня» обществăн, Чăваш
Енри производителĕн, тивĕçлĕ декларацийĕ вăй-
ра тăрассине чарнă.
Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре пу-
рин те ветеринарин электрон сертификацийĕ-
пе усă курма пуçламалла. Вăл продукцин «уйран
лавкка сентри таран» куçăмне çирĕп тĕрĕслесе
тăма май парĕ. Ку енĕпе хатĕрленÿ ĕçне Чăваш
Енре чылай маларах пуçарнă — 2017 çулта ятар-
лă «Меркурий» системăна 6 пин ытла хуçалăх
субћектне кĕртнĕ. Продукци ăсатмалли 1,7 мил-
лион ветеринари документне электрон мелпе
хатĕрленĕ.
Пан улмийĕ тутлă та…
Хăш-пĕр çĕршывран апат-çимĕç кÿме чарни-
пе çыхăннă санкцисене пурнăçласси çине те алă
сулман. Россельхознадзор управленийĕн специа-
лисчĕсем пĕлтĕр Польшăран тата Турцирен кÿнĕ
283 килограмм продукцие /пан улми, груша, то-
мат, иçĕм çырли/ туртса илнĕ, тĕп тунă. Ĕçĕн анлă
тепĕр енĕ — тырă пахалăхне тĕрĕслесси. Пĕтĕмпе
240 пин тонна тырра, унран хатĕрленĕ продук-
цие инспекциленĕ. Çав шутра — чикĕ леш енне
/Беларуçран пуçласа Иран таранах/ ăсатма хатĕ-
рленĕ 18 пин тонна ытла продукци те.
Ÿсен-тăрана сиенлĕ организмсенчен сыхла-
машкăн 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ре-
спубликăра 9 карантин фитосанитари зонине туса
хунă. Тивĕçлĕ мероприятисем йĕркеленĕ май
хăш-пĕр çĕрте хăрушлăха сирнĕ — тăватă каран-
тин зонине хупнă. Анчах тата пилĕк зона пур-ха.
Çав шутра — çĕр улмин уйрăм çынсен çĕр лаптăкĕ-
сем çинче республикипех сарăлнă ылтăн немато-
ди тĕлĕшпе. Вăл ял хуçалăх предприятийĕсен уйĕ-
сене те лекес хăрушлăх пур. Малалла вулас...