Комментари хушас

Социаллă сетьсем çĕр-çĕр çухрăмра пурăнакан тус-тăванпа, çывăх çынсемпе тата ыттисемпе хутшăнмалли вырăнсем пулса тăчĕç. Вĕсем пĕрле вĕреннĕ, ача чухне пĕрле ÿснĕ, пĕр коллективра ĕçленĕ çынсемпе çыхăну тытма пулăшаççĕ. Хамăр республикăри паллă çынсен те шкулта е университет-техникумра вĕреннĕ чухнехи вăхăтсем çинчен каласа памалли самай. Чи малтан хамăр редакци тĕпелне ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, издательство директорне Александр Вражкина чĕнтĕмĕр.

— Пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пу хăннăччĕ 1980 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн 1-мĕш курсне, — калаçăва пуçларĕ Александр Николаевич. — Пĕрисем вĕренÿре питĕ маттурччĕ, теприсем ташă-юрăра ăстаччĕ, виççĕмĕшĕсем университет, район-хула шайĕнчи ăмăртусенче хастарччĕ. Паллах, унашкал студентсем вĕренсе тухсан та çухалса каймарĕç: шкулсенче, редакцисенче ĕçлесе палăрчĕç. Чылайăшĕ шкул директорĕ, хаçат-журнал редакторĕ таран çĕкленме пултарчĕ. Шкулта ĕçлекенсенчен нумайăшĕ РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ пулса тăчĕ, республикăри чи лайăх учительсен конкурсĕсенче çĕнтерчĕ.

Пĕр-пĕринпе ĕç çи вăхăтĕнче паллашса туслашрăмăр. Пĕрремĕш курсрах вĕренме пуçличчен пĕр уйăх ытла ял хуçалăх ĕçĕсенче вăй хутăмăр. Çĕрпÿ районĕнчи «Броневик» совхозра тыр-пул тирпейлеме пулăшрăмăр. Кашниех мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕрен ытла йывăр килмерĕ. Пирĕн кураторсем Геннадий Воронцовпа Юрий Виноградов ăс парса пынипе пĕр-пĕринпе часах туслашрăмăр, коллектив вăй-техĕмне туйса илтĕмĕр. Туслă ушкăнра ĕç ăнать: эпир, колхоз-совхозра кĕркунне тăрăшса ĕçленĕскерсем, чи пысăк шалу – кашниех 150 тенкĕ ытла — илтĕмĕр. Ытти çулта Куславкка районĕнчи «Волга», Патăрьелти «Батыревский» совхозсенче хăмла татрăмăр, çĕр улми кăлартăмăр.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче строительство отрядĕнче ĕçлесе пиçĕхрĕмĕр. Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри çывăхĕнче «Сельхозхими» производство пĕрлешĕвĕн администрацийĕн икĕ хутлă çуртне кирпĕчрен купаларăмăр. Елчĕксем кÿрентермерĕç, кашни боецах 300 тенкĕ ытла тÿлерĕç. Патша пек тумланма, магнитофон тавраш туянма май килчĕ çав укçапа. Сăмах май, студентсен уйăхри стипендийĕ ун чухне 40 тенкĕччĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ Хисеп хучĕсене халĕ те упратăп, вĕсем мана пĕрле вĕреннĕ тус-юлташа аса илтерсе тăраççĕ.

Паллах, кашни çулах вĕренÿ практикинче пулаттăмăр. Учитель тата журналист пулма хатĕрленнĕрен пире шкулсемпе хаçат-журнал, радиотелекурав редакцийĕсене яратчĕç. Эпĕ республикăра тухса тăракан «Молодой коммунист» хаçатра ăсталăха аталантартăм. Нумай района çитсе килтĕм ун чухне, сахал мар заметка-корреспонденци çыртăм. Практика вăхăтĕнче хаçат-журналта пичетленнĕ статьясене пухса факультетра коридор тăршшĕпе тăсăлакан стена хаçачĕ кăларнăччĕ.

Пултарулăх енĕпе те маттурччĕ пирĕннисем. Купăс ăста калакан Геннадий Васильев студентсен «Вутчуль» театр студине йĕркеленĕччĕ. Лидия Афанасьева университетри хĕр юрăçсен «Мерчен» ансамблĕн солисткиччĕ. Татьяна Ильина, Надежда Тинюкова /Акчурина/, Михаил Арланов Виталий Станьял ертсе пыракан «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕнче сăвă-калав çырас ăсталăха туптатчĕç. Людмила Смолина /Егорова/ тата Любовь Смоленцева /Яковлева/ Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнчи халăх театрĕн сцени çине тухатчĕç.

Пичет ĕçне вĕрентекен Иван Тенюшев доцент мана «Çамрăк журналист» кружока ертсе пыма шаннăччĕ. Геннадий Филиппов вара фотоаппарата алран ямастчĕ.

Университетра «Ульяновец» хаçатăн парнисене çĕнсе илес енĕпе çăмăл атлетика эстафети çуллен иртетчĕ. Унта кашни факультетран пилĕк каччăпа пилĕк хĕр хутшăнатчĕ. Историпе филологи факультетĕнче çав çулсенче 700 ытла студент вĕренетчĕ: хăвăрт чупакан 10 атлет суйласа илмелĕх йыш пур. Халĕ аса илетĕп те тĕлĕнетĕп: вĕсенчен çурри /Г.Васильев, М.Морев, Г.Никандрова, И.Смоленцев тата эпĕ/ ИФ-22-80 ушкăнранччĕ-çке. Штанга йăтас енĕпе университет чемпионĕн ятне тивĕçнĕ Иван Смоленцева кĕске дистанцисенче çитекенни çукчĕ. Спорт секцине çÿресе Михаил Морев çăмăл атлетика енĕпе, Юрий Данилов кĕрешессипе, эпĕ йĕлтĕрпе чупассипе пĕрремĕш разряд нормативне тултарнăччĕ. Малалла вулас...

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.