Комментари хушас

Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитрĕ. Çак пулăма халалласа театрта "Яланах халăхпа" уяв каçĕ иртрĕ.

Уява драма театрĕн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев уçрĕ. «Театра пуçарса яраканĕсем халăх патне илемлĕ спектакльсем кăларас тесе чунтан тăрăшнă. Вĕсен ĕçне малалла тăсакансем те театра аталантарас тĕллевпе пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеççĕ. Куракансем пире алă çупса хавхалантараççĕ, çав вăхăтрах йĕплесе те илеççĕ, театра çÿресе пире ĕçлеме-пурăнма хăват парса тăраççĕ. Сцена çинче чăваш чĕлхи янăрасса, театрăн малашлăхĕ çутă пуласса шанатăп», — пуç тайса тав турĕ Валерий Николаевич.

Юбилей ячĕпе ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Вячеслав Рафинов, Шупашкар хула пуçлăхĕн заместителĕ Виктор Горбунов, Чăваш Енри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн ертÿçи Светлана Демидова тата ыттисем саламларĕç, театр ĕçченĕсене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

Уявра Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн, оперăпа балет театрĕн, культура учлищин, филармонин тата ытти коллектив хăйсен пултарулăхпе савăнтарчĕç. Чăваш драма театрĕн артисчĕсем «Ялта», «Вĕри юнлă çемçе чун», «Туя туй пек тăрвар-и?» спектакльсен сыпăкĕсене кăтартрĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.