Комментари хушас

25 Jan, 2018 | Тантăш | Спорт | ачасем

Вăрмар районĕнчи Шăхаль — пысăк ялсенчен пĕри. Çавăнпах пулĕ кунтан сахал мар пултаруллă спортсмен тухнă.

Çак ялти 15 çулти Кристина Долгова сакăр çултах спортра пысăк çитĕнÿсем тунă. Вăл ытларах каратэне кăмăллать. Юрий Григорьев тренер пулăшнипе ăсталăхне туптасах тăрать.

Кристинăн дипломпа грамота тата медаль сахал мар. Пĕрремĕш ăмăртури пĕрремĕш çĕнтерĕвне паянхи пекех асра тытать. Вăл республикăра мала тухассишĕн Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртнĕ. Çĕнĕ çул умĕнхи турнирта виççĕмĕш вырăн йышăннă. Мĕн тери савăнăç! Çакă ăна çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнă.

Çамрăк хĕр Раççейри тĕрлĕ хулара иртекен ăмăртусенче те малти вырăнсене тухма пултарнă.

Спортра çитĕнÿсем тунăшăн ăна Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрне кайма путевка та панă.

2 0 1 7 ç у л т а Ч ă в а ш Р е с п у б л и к и н Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме те тивĕçнĕ маттур та пултаруллă хĕр.

Унăн спортри çитĕнĕвĕсене çакăн пек пысăка хурса хаклани ăна вăй-хал хушать, ăмăртусенче хавхалантарать.

Иртнĕ çул Кристинăшăн тухăçлă пулнă. Вăл каратэ стилĕсен пур енĕпе те пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланă. Квалификаци экзаменне ăнăçлă тытса хура пиçиххине тивĕçнĕ.

Кристина Долговăн наградисен шутĕнче 21 ылтăн, 14 кĕмĕл, 13 бронза медаль.

Юрий Григорьев тренер хăйĕн вĕренекенĕн çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те кăмăллă, вăл унпа мăнаçланать. Малалла вулас...

 

Анатолий ХОВАНСКИЙ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.