Комментари хушас

23 Кăрлач, 2018

Çул тăвасси халех шухăшлаттарать

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çул тăвакан-юсакан предприятисен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Унта федерацин Атăл-Вятка регионĕнчи автомобиль çулĕсен управленийĕн пуçлăхĕнче нумаях пулмасть ĕçлеме пуçланă Илдар Мингазов хутшăнчĕ.

Пĕлтĕр республикăн Çул-йĕр фондĕнче 5 млрд ытла тенкĕ пулнă. Кăçал та çак чикĕрен чакмастпăр, — терĕ Михаил Игнатьев. — Федерацин республикăри çулĕ — 329, регион шайĕнчи — 1541, вырăнти 10457 çухрăма тăсăлать. Хĕлле юртан тасатассипе, пăрлак вырăнсене реагент сапса ирĕлтерессипе çыхăннă ĕçсене вăхăтра пурнăçламалла. Подряд организацийĕсене палăртассишĕн ирттерекен хаклашусене маларах йĕркелесе кăçал çул тăвакан, ăна реконструкцилекен, тĕпрен е çиелтен юсакан организацисене палăртмалла. Эпĕ вĕсене строительство материалĕ халех хатĕрлеме чĕнсе калатăп. Аукцион иртнĕ хыççăн çеç объекта турттарма пуçласан ĕç тăсăлса каять. Мана хăш-пĕр подрядçă япăх çул туса хăйĕн тивĕçне начар пурнăçлани питĕ пăшăрхантарать. Ун пеккисене тÿрĕ кăмăллă мар предприятисен йышне кĕртетпĕр.

ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов федераци çулне хĕллехи тапхăрта еплерех пăхса тăнипе паллаштарнă май 70% ытла нормативпа килĕшсе тăнине палăртрĕ. Управлени федерацин Чăваш Енри 320 километр çулне пăхса тăма Çĕрпÿ районĕнчи «Воддорстрой» обществăпа килĕшÿ тунă. Вăл çав тĕллеве пурнăçлама 80 техника ĕçе явăçтарать. Çав трассăсăр пуçне предприяти 4 районти регион шайĕнчи çула пăхса тăрать. Çул пахалăхне пĕлсе тăма 9 метеостанци тата 17 видеокамера пулăшаççĕ.

Трасса пăрлаклансан çийĕнчех хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапаççĕ, юр хÿсен пĕр вырăнта йăкăртатакан йывăр фурăсене айлăмсем урлă каçарса яраççĕ /кун пек тĕслĕх иртнĕ çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче шута илнĕ/.

Федераци трассинче пулса иртекен автоинкекре çын нумай вилни тата сусăрланни питĕ кулянтарать, — терĕ Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов. — Çапах та федераци çулĕ çинче инкек час-часах пулакан вырăнсем пур. Вĕсене управленин çĕнĕ ертÿçисемпе пĕрле ĕçлесе пĕтерессе шанатăп.

ЧР Пуçлăхĕ «Чăвашупрдортан» çул пахалăхне тимлĕ тĕрĕслесе тăма ыйтрĕ. 

 

 

 

 

Теги: