Комментари хушас

Ахальтен мар çакăн пек ыйтуран пуçлас терĕм паянхи сăмахăма. 2018 çул пире хăй ытамне илме хатĕрленет. Еплерех пулĕ-ши кăмăлĕ – ачаш та ырă е кăра та хивре – хальлĕхе калама йывăр. Темле пулсан та, ырра шанатпăр, кĕтетпĕр пулин те, паянхи саккăрла кăна мар, вуннăлла çаптаракан саманана кура, кăмăла ирĕке яма иртерех пек туйăнать.

Çакăн пек кăткăс лару-тăрура, çитменнине кашнийĕн хăйне валли те пулин иртсе пыракан 2017 çула пур пĕрех пĕтĕмлетме тивнине шута илсе, айтăр-ха çÿлерехри ыйту хуравне хамăрта шырар.

Редакци алăкĕ иртен пуçласа каçчен хупăнмасть. Пĕри килет, тепри… Авторсем, ĕçтешсем, туссем… Скайп, интернет, телефон… Çапла çавăрăнать- пĕтĕрĕнет «Тăван Атăл» журнал текен пĕчĕк тĕнче. Çук, ĕçсĕр аптраса мар, чун ыйтни-ыратнипе пыраççĕ редакцие çынсем. «Юлашки укçана издательствăна кайса патăм, кĕнеки кун çути курчĕ-ха та, — савăнса калаçрĕ пĕри, – те тĕрĕс турăм ĕнтĕ?» «Эп çырмасăр пултараймастă-ă-ăп! Мĕн тăвас ман ку инкекĕмпе?» — хурланса калаçать тепри. Виççĕмĕшĕ /сăмах май, хăй те çыравçă/ тата хивререх каласа хурать: «Мĕн нăйкăшса çÿретĕр кĕнеке кăларма укçа çук тесе? Кама валли çыратăр? Ыйткалакан пек укçа ыйтса çÿретĕр кĕнекÿсене кăларас тесе…» Е тата: «Компьютерпа ĕçлеме пĕлместĕп. Унччен алăпа çырнисенех яраттăмăр-çке. Кама наборлаттарас? Ачасем чăвашла пĕлмеççĕ. Вара халĕ ман çырма пăрахмалла-и?» Тĕрĕссипе, çакăн евĕр риторикăллă ыйту- сăмаха тата та тата тăсма пулать.

Кам вăл тăван халăх? Вăл – Çĕр чăмăрĕ тăрăх сапаланнă пирĕн чăваш-йăхташăмăрсем, хамăрпа юнашарти кÿршĕсем, тăвансем. Пирĕн ачасем вара? Вĕсене «тăван халăх» шутне кĕртме пултаратпăр-и? Ку вара, хисеплĕ ĕçтешĕмĕрсем, вула канăмăрсем /çапла, çыравçăсене кăна мар, ыттисене те пырса тивет çакă/, пĕр сирĕнтен – ашшĕпе амăшĕнчен – килет. Шухăшлар-ха пĕрле: эсир тăван чĕлхепе çыратăр, анчах сирĕн ывăл-хĕр чăвашла пĕлмест, калаçмасть, вĕсем ашшĕ е амăшĕ çырнă литература хайлавĕсемпе паллашаймаççĕ! Эппин: «Кама валли çыратăп-ха эпĕ?» - текен ыйту чăн малтан хăвăрах пырса çапать мар-и-ха? Ара, чи çывăх çыннăрсем сирĕн ĕçсене вуласа киленеймеççĕ те. Каллех: «Пирĕн вăхăтра май çукчĕ…» — теме пулать паллах.

Хамăра ăслă та пуян пулма ирĕк парар-и? Эппин, ачасене чăн малтан хамăрăн тăван чĕлхене юратма вĕрентер. «Пирĕн çемьере кун пек проблема тăман, тăмасть те. Икĕ ывăл, пĕр хĕр пирĕн мăшăрпа. Мĕн пĕчĕкрен пуçласа халиччен те çемьере кăна мар, хăнара та, ĕçлĕ тĕлпулусенче те тăван чĕлхепе шăкăлтаттаратпăр. Акăлчан чĕлхине кăна мар, тĕрĕк чĕлхисене те пĕлкелетпĕр. Мăнуксем те, пире кура, темиçе чĕлхе пĕлсе ÿсеççĕ. Тăван чĕлхене мĕнле упраса хăвармалла текен ыйту çук пирĕншĕн. Кашни чĕлхе пуянлăх пулнине ăнланатпăр. Эппин, мĕншĕн хамăра хамăр ăслă та пуян пулма чармалла вара пирĕн?» — çакăн пек хăватлă шухăш-кăмăллă арсем те кĕреççĕ редакцие.

Еплерех шухăшлатăр, вулаканăмăрсем, хамăра хамăр хисеплеме, тăван культурăпа литературăна аталантарма мĕн чăрмантарать пире? Хуравĕ пĕр — шăпах хамăра хисеплеме, хаклама, юратма пĕлменни. Тĕслĕхĕсем те алă айĕнчех, куç умĕнчех-çке. Ача сачĕсене илер. Чăн чăвашла программăпа ĕçлекен, вĕрентекен пĕчĕккисен учрежденийĕсем республикăра нумайран та 5-6 пулĕ. Ыттисем? Вырăс программипе – вырăсла калаçаççĕ, уяв таврашне те вырăсла программăпа ирттереççĕ иçмасса. Чăваш ялĕсенче!

Акă ăçта сăлтавĕ – кахалланнинче, вăхăт е куçаруçă çукки çине йăвантарнинче. Çакăн хыççăн «пулă» чăннипех те пуçĕнчен çĕрме пуçланине тата тепĕр хутчен ăнланса илетĕн. Ку хутĕнче – ача сачĕн заведующийĕнчен. Ертÿçĕ е пуçлăх уява чăвашла ирттерме хушнă пулсан, пĕр-пĕр воспитателе /е кама та пулсан айккинчен!/ сценарие чăвашла куçарттарнă пулсан кама япăх пулатчĕ? Çапла çав, кирлĕ мар самантра темĕн те пĕр тăватпăр, кирлĕ чухне вара ытлашши хускану тума е калаçма пултарайманни, тĕрĕссипе, кахалланни, пĕтерет. Пĕчĕк ачасен ăс-тăнĕ пластилин пекех – ун пек те, кун пек те «хуçкалама», воспитани пама, çитĕнтерме пулать. Аслă юлташĕсем вĕсене, чăваш чĕпписене, садикре вырăсла калаçтарса ÿстерсен, паллах, шкулти пуçламăш классен вĕрентекенĕсен чун ыратăвне те ăнланма пулать. Ара, ача садĕнчен тухса шкул алăкне уçакан чăваш ывăл-хĕрне тепĕр хутчен тăван чĕлхепе калаçма вĕрентмелле пулса тухать-çке вĕсен!

Шăпах çапла ан пултăрччĕ тесе ĕнтĕ «Тăван Атăл» журнал редакцийĕ çумĕнче «Çунатлă чăвашсем» пултарулăх тĕпелĕ йĕркелесе ятăмăр. Çак тĕллевпе çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти «Телей» кафене пуçтарăннă сăмах, ÿнер, сцена ăстисене, вĕрентекенсене, музей ĕçченĕсене, кĕнеке кăларас тата сиплев тытăмĕнче вăй хуракансене те ăнланма пулать. Пуш параппан çапма вăхăт юлмарĕ – тăван чĕлхепе литература хăрушлăхра. Ахальтен мар йĕркелÿ саманчĕсемпе пĕрлех калаçу тăван литература, чĕлхе, ÿссе пыракан ăрăва ашшĕ-амăшĕн чĕлхине манма парас мар тесен мĕнле ĕç-утăм тăвасси тавралла пычĕ. Çивĕч ыйтусем, чăн та, нумайлансах пыраççĕ. Пурнăç йĕрки тĕпрен улшăннипе паян чăваш чĕлхи йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ. Ача- пăчана ача садĕнче вырăсла вĕрентни çинчен çÿлерех каларăмăр, унсăр пуçне аслăрах çултисем те чылайăшĕ тăван чĕлхерен писме пуçлани, чăваш чĕлхин чапĕ-сумĕ чакса пыни, халăхăн культури йăшни ăслă-тăнлă çынна, паллах, кулянтармасăр хăварма пултараймасть. Ял çыннин калаçăвĕ-пуплевĕ те самаях чу-хăнланчĕ. Кулленхи хутшăнура чылай чăваш ывăл-хĕрĕ вырăсла калаçни, ради-окăларăмсемпе телекуравсене вырăсла итлени-пăхни икĕ чĕлхене хутăштарса- çăрса калаçасси патне илсе çитерчĕ. Тăван чĕлхе кирлĕлĕхĕ чакса пынине те палăртрĕç пултарулăх тĕпелĕн пĕрремĕш ларăвне пуçтарăннисем.

Ырă та усăллă сĕнÿсем çинчен калас пулсан, «Тăван Атăл» журнал йĕркеленĕ «Регионсенчи ентешсене — тăван чĕлхепе тухнă кĕнекесем» ыр кăмăллăх акцине епле-ха асăнмасăр иртĕн? Автографлă парнесем, палăртнă-шантарнă пекех, юпа уйăхĕнче Раççейри тĕрлĕ регионта пурăнакан чăваш-йăхташăмăрсем пат не çитрĕç. Тав çырăвĕсем /кĕнекесем ыйтса çырнисем те!/ редакцие халиччен те килсех тăраççĕ. Шухăшлăр-ха: Чăваш Республикинче çыравçăсен 3 союзĕ тетпĕр. Ытти чух ытлашши пĕрлешсех каймаççĕ пулсан та акцие хутшăнса виçĕ пĕрлĕхĕнчен те хăйсен кĕнекисене савăнсах илсе килчĕç çыравçăсем.

Эппин, вулакансем, ытти ентешсем унта хутшăнма, Пичет çуртĕнче вырнаçнă «Тăван Атăл» журнал редакцине /Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 301 пÿлĕм/ малалла та илемлĕ литературăпа пĕрлех вĕрентÿ пособийĕсем илсе пыма пултараççĕ.

Паянхи кăларăмри «Сăмах – редактора» ярăма малалла аталантарса тепĕр шухăша та палăртса хăварас килет. Вăл та «хамăра ăслă та пуян пулма ирĕк парар-и?» текен шухăшпах çыхăннă. Пĕлетĕр-и, журнал редакцийĕнче манăн паян, çакă пурнăçланайман ĕмĕт шайĕнче кăна пулнине ăнланатăп пулин те, Çеçпĕл Мишшине, Петĕр Хусанкая, Василий Давыдов-Анатрие, Митта Ваçлейне, Иван Мучие, Петĕр Ялкире, Анатолий Смолина, вĕсем пек вĕри те çунатлă, мал шухăшлă ытти сăмах ăстине те курас килет. Анчах… Шел… Çав вăхăтрах «кайнисен» ĕçĕсене малалла вĕсен тăванĕсен, ĕçтешĕсен тăсмаллине пурте ăнланатпăр. Чăн малтанах – ывăл-хĕрĕн! Çавăнпа редакцие, тĕслĕхрен, Николай Терентьев драматургăн мăшăрĕ Мария Ивановна, сывлăхĕ хавшакрах пулин те, пырсан, мăшăрĕн Чăваш кĕнеке издательствинче анчахрах кун çути курнă /кунта та, паллах, унăн сĕнÿ-канашĕсĕр пулман çав ĕнтĕ/ «Суйласа илнисен» икĕ томне парнелесен тем пекех хĕпĕртерĕм.

Е тата чÿк уйăхĕнче чăваш наци музейĕнче паллă чăваш çыравçи Степан Аслан çуралнăранпа100 çул çитнине чаплăн паллă турăмăр. Малалла вулас...

 

Лидия ФИЛИППОВА. Степан Асланăн паян пурăнакан тăванĕсем.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.