Лидия ФИЛИППОВА. Степан Асланăн паян пурăнакан тăванĕсем.

25 Раштав, 2017

Тав сана, вулаканăм, е Хамăра ăслă та пуян пулма ирĕк парар-и?

Ахальтен мар çакăн пек ыйтуран пуçлас терĕм паянхи сăмахăма. 2018 çул пире хăй ытамне илме хатĕрленет. Еплерех пулĕ-ши кăмăлĕ – ачаш та ырă е кăра та хивре – хальлĕхе калама йывăр. Темле пулсан та, ырра шанатпăр, кĕтетпĕр пулин те, паянхи саккăрла кăна мар, вуннăлла çаптаракан саманана кура, кăмăла ирĕке яма иртерех пек туйăнать.