«Асам» çуратнă асамлă шухăшсем
Чÿк уйăхĕн варринче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ виççĕмĕш хут иртрĕ. Пилĕк куна пынă форум вăхăтĕнче чăваш тата регионсенчи Пушкăртстан, Казахстан, Саха Якут, Турци, Украина илемлĕ, документлă тата анимаци фильмĕсене Наци библиотекинче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче тата «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕнче кăтартрĕç.
<...> Кинофестиваль историе юлчĕ. Мĕнлерех кăмăлпа аса илĕç ăна малашне? Çитесси, тăваттăмĕшĕ, тата та лайăхрах пултăр тесен хальхи форумăн лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсене пĕлмелле, çитесси валли тĕллевсем палăртмалла. Шăпах çавăнпа йĕркеленĕ те раштавăн 12-мĕшĕнче иртнĕ «çавра сĕтеле».
Чăваш Республикинчи Кинематографистсен союзĕн председателĕ, «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн тата электронлă документаци архивĕн директорĕн заместителĕ Олег Цыпленков йĕркелесе пынă мероприятие чăваш киноне ÿкерекенсем хутшăнчĕç.
Олег Цыпленков хăй мĕнлерех хак пачĕ-ха иртнĕ форума?
— Пĕтĕмĕшле илсен — кинофестиваль ăнăçлă иртрĕ, куракансем лайăх, пĕр кăларăмра палăртнă пек: «Килти çăкăрăн ырă шăршине киленсе йышăнчĕç». Пĕрремĕшне, икĕ çул каяллине, йĕркелеме çăмăлах пулмарĕ, пĕтĕмпех тенĕ пек хамăрăн вăйпа ирттерме тиврĕ. Пĕлтĕрпе кăçал ЧР Культура министерстви тата Раççей Национальноçсен ĕçĕсен агентстви укçа ытларах уйăрса пачĕ, çапах та эпир бизнес çыннисенчен те пулăшу ыйтас терĕмĕр. Анчах та Николай Угасловпа Куславкка районĕнчи «Энĕш» ХФХ ертÿçи тата ятне асăнма хушман тепĕр çынсăр пуçне пире илтекен пулмарĕ. Чăваш киновĕн шăпи паянхи пуян, ура çинче çирĕп тăракан çынсене шухăшлаттарманни пăшăрхантарать.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн ума лартнă тĕллев — халăха кино пăхма çĕнĕрен явăçтарасси, ун валли чăваш фильмĕсем ÿкересси — пире хавхалантарать. Иртнĕ çул пире картинăсем ÿкермелли павильон тума 4 миллион тенкĕ уйăрса пачĕç. Çитес çул чăваш фильмĕсем ÿкерме тата 6 миллион тенкĕ пама шантарни чăннипех çунатлантарать. <...>
Юрий СЕРГЕЕВ, режиссер, жюри членĕ:
— Эпĕ куракана сăнаса ларма кăмăллатăп. Вăл вара хальхинче пур фильма та ăшшăн йышăнчĕ. <...>
Техника тĕлĕшĕнчен мĕн тумалла пирĕн? Ÿсмелле те ÿсмелле-ха. Голливуда илес тĕк — ун шайне çитме Раççей кинематографисчĕсен те ĕçлемелле те ĕçлемелле. Пирĕн вара? Анчах та пирĕн вăй акă мĕнре — халăх патне çитермелли произведенисем пурри. Чи малтанах режиссерсене мифологи темипе туллин ĕçлеме сĕнесшĕн. <...>
Мĕн çитмест пире? Ятарлă пĕлÿллĕ кадрсем. Операторсен цехне илер-ха. Унти пĕр евĕрлĕ, кичем ĕç пирки тÿрех çакна калама пулать: ăна пĕр çын кăна ÿкернĕ. Кунашкал илемлĕ фильмсене, ман шухăшпа, пĕр прокат та туянмĕ. Документлă ĕçсем пирки апла калассăм килмест: вĕсем сценари, ытти енĕпе те Раççей шайĕнчи картинăсемпе тупăшма пултараççĕ. Сăмах май, çакна пирĕн ĕçченсем çирĕплетеççĕ те.
Марина КАРЯГИНА, «Чăваш Ен» ПТРК ĕçченĕ, режиссер:
— «Асам» кинофестивале массăллă информаци хатĕрĕсенче тиркесе çырманнине хам енчен çапла йышăнатăп: эпир утма вĕренсе пыракан ача пек пĕрремĕш утăмсем кăна тăватпăр-ха.
Енчен те ЧР Кинематографистсен союзне чăмăртантăмăр, «Асам» кинофестиваль йĕркелерĕмĕр тĕк — пирĕн тĕнчери çакăн пек ытти фестивальтен чăвашлăхпа уйрăлса тăмалла. Чăваш тĕнчене мĕнле курать, йышăнать — çакна хамăрла уçса пама пултармалла. Унсăрăн пирĕнтен, пĕчĕк шайпа кăна уйрăлса тăратпăр тăк — усси çук.
Кăçалхи фестивальте чăвашла калаçакан фильм питĕ сахал пулчĕ, çавăнпа тăратрăм та хамăн ĕçе.
Алексей ИВАНОВ, режиссер, «Аксар» студи ертÿçи:
— Эпĕ Чăваш телекуравне çак таранччен хамăн 80 ытла фильма проката панă, анчах вĕсенчен усси çукрах. Пĕр ĕçшĕн çулталăкне 1 пин тенкĕ кăна тÿлесшĕн. Вырăс фильмĕсемшĕн йĕркеллех тÿлеççĕ. Çакнашкал самантсем кăмăла хуçаççĕ.
Патшалăх «симĕс çутă» парсан, паллах, ĕçлеме ансат. Киноиндустрире нумай çул вăй хуратăп, çавăнпа пĕлетĕп: чи кирли — халăх ăнлантăр, эс ÿкернĕ фильмсене пăхтăр. Çапла пултăр тесе йĕркелесе янă та «Асама».
Александр МАГАРИН, Чăваш наци телекуравĕн директорĕн заместителĕ:
— Наци телекуравĕ ыттисем пек фильмсем ÿкерекен студи мар. Эпир телепередачăсем тата çĕнĕ хыпарсем хатĕрлетпĕр. Фильмсем ÿкерме саккассем туман. Тен, пĕрлехи проектпа кинемато-графистсемпе ĕçлеме те пулĕ. Пирĕн, сăмахран, çÿллĕ шайри техника хатĕрĕсем пур, сирĕн — режиссерсем, сценаристсем.
<...> Пур номинаципе те вырăсла ÿкернĕ ĕçсем мала тухрĕç. Чăваш фильмĕсене те ÿкерес пулать, пирĕнсĕр пуçне тата кам пурнăçлĕ çак ĕçе?
Алексей ЕФРЕМОВ, ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕн заместителĕ:
— Кинофестиваль аталантăр тесен пирĕн паянхи кун ыйтнă пек ĕçлеме вĕренмелле. Унта хутшăнас текенсен фильмсене фестивалĕн положенийĕсене тĕпе хурса хатĕрлемелле. Виçĕ хут ирттернĕ «Асам» пире унăн лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсене лайăх палăртрĕ. Çĕнĕ ăру, кино ĕçĕпе кăсăкланаканскер, ÿссе пыни савăнтарать. Шел те, вăл вырăсла ĕçсем ÿкерет. Тĕрĕссипе, кино чĕлхи мĕнле пулни пăтăрмах мар, халăх патне ăна тĕрлĕ чĕлхепе çитерме пулать. Халăх тĕнчине кăтартас тесен вара унăн хăйĕн инструменчĕсем, мелĕсем пур. Виççĕмĕш фестиваль çакна та уçса пачĕ: эпир техника тĕлĕшĕнчен те ÿссе пыратпăр. Çак вăй аслă ăрури сценаристсемпе, режиссерсемпе чăмăртансан питĕ паха картинăсем ÿкерме пултарĕ. Тепĕр япалана та палăртасшăн: фестиваль валли кăна ĕçлени çителĕксĕр, мĕншĕн тесен прокатпа фестиваль фильмĕсем урăхларах. <...>
Республикăра кинозалсем уçăлсах тăраççĕ, анчах хамăрăн ĕçсемпе унта тухаймастпăр. Ыйтăва патшалăх шайĕпе татса параймасан вĕсем проката тухаймĕç те.
Леонид ТРИФОНОВ, режиссер:
— <...> Пĕр-пĕр ĕç валли, тĕслĕхрен, район е ытти пулăм историйĕпе паллаштаракан документлă фильм валли патшалăх укçа-тенкĕ уйăрмасан, унăн саккасĕ пулмасан питĕ йывăр килĕ. Олег Михайлович пĕлтернĕ тăрăх — çак ĕçсем валли çитес çул нухрат уйăраççĕ. Ман шухăшпа, вĕсене конкурс майĕпе пурнăçа кĕртмелле.
Автортан. <...> Тăван литературăн ылтăн çÿпçинче упранакан «Нарспи», «Хура çăкăр», «Ĕмĕр сакки сарлака», «Сĕве Атăла юхса кĕрет» произведенисене экран çине кăлармаллах. Чи пахи — ку енĕпе ĕçлес кăмăллă çынсем пурри.
Иккĕмĕшĕнчен, пирĕн республикăра Кинематографистсен союзĕ чăмăртанчĕ. Олег Цыпленков ертсе пыракан организаци хăй умне пысăк тĕллевсем лартать. Вĕсене пурнăçа кĕртме пулăшса иртнĕ çул «Чăвашкино» туса хучĕç. Анчах та унăн штатĕнче пурĕ те виçĕ çын кăна. Каллех ыйту çуралать: виççĕн акăш-макăш ту пек капланса тăракан ĕçе пурнăçласа çитерейĕç-и? Тулли верси...