Комментари хушас

11 Раштав, 2017

Йăла-йĕрке çи-пуçра та упрантăр

Çи-пуçра та йăла-йĕркене упрама, халăх культурин илемне туйма, наци тумне тĕпчесе ăна ăруран-ăрăва куçарма пулать. Çакна «Трактор тăвакансен культура керменĕ» халăх пултарулăх центрĕн Чăваш Енри халăхсен наци культурин уйрăмĕ «Наци çи-пуçĕ — паянхи тĕнчере» конкурс йĕркелесе çирплетрĕ. Тĕрлĕ ăста çĕр ытла ĕç тăратнă унта. Чи лайăххисемпе паллаштарма Чăваш тĕррин музейĕнче çак эрнере ятарлă курав уçăлчĕ. Республика шайĕнче ирттерме палăртнăскерне кÿршĕ регионти хастарсем те хутшăннă.

— Чăваш тумтирĕн куравне тахçанах йĕркелес килетчĕ. Чăваш Енри халăхсен наци культурин уйрăмĕ уçăлсан шухăш кăштах улшăнчĕ. Эпир нумай нациллĕ республикăра пурăнатпăр-çке. 128 ытла халăхшăн Чăваш Ен — тăван кил. Çавăнпах конкурса пурне те йыхравлас терĕмĕр. Пурте хутшăнаймарĕç-ха, çапах та халăх йышĕпе чи нумаййисем — чăвашсем, вырăссем, марисем, тутарсем — конкурс чĕнĕвне хапăлласа йышăнчĕç, — терĕ уйрăм ертÿçи Светлана Романова курава уçнă май.

— Чăваш çи-пуçĕ пурăнни — ĕмĕт пурнăçланниех. Маçтăрсемпе ÿнерçĕсем, алă ăстисем, йăла-йĕркене историре хăварас тесе тĕпчеççĕ ăна, ăша хываççĕ, ăсталаççĕ, — палăртрĕ шухăшне конкурс тÿри Геннадий Орков.

Тăвай районĕнчи ăста хĕрарăмăн кăкăр тĕлĕнчи эрешне — кĕскĕ — тĕрлени ăна питех те савăнтарнине те пытармарĕ Геннадий Николаевич. Ку сайра тупра-мĕн. Вăл сыхланса юлни — телей, чăн асам.

— Ку тăрăхра экспедицире нумай пулнă эпĕ. Анчах кĕскĕне тĕл пулма май килмен. Хăш-пĕр музейра сыхланать-ха вăл, анчах арчара — курман, — кăмăлне палăртрĕ искусствовед.

Ашшĕ-амăшĕ ачасем валли те çи-пуç ăсталанине ырланă тÿресем. Эппин, вĕсене шăпăрлансем тăхăнаççĕ, йăла-йĕркепе çывăхланаççĕ.

— Ĕçленĕ май ачасем валли тум-тир çуккипе тĕл пултăм. Çав вăхăтрах е ача садне, е шкула мероприяти ирттерме чĕнеççĕ. Çавăнпах хĕрачапа арçын ача валли чăваш тумĕ çĕлес терĕм. Ĕçре кирлĕ материал ку маншăн, — терĕ Наталия Захарова-Кульева.

Конкурса хутшăннă ĕçсене тĕрлĕ номинацире палăртнă: пукане тумлантаракансене, хăйсем тунă пуканесене, наци çи-пуçне, реставрациленĕ наци тумне... Сцена çине тухмалли çи-пуçа наци сĕмĕпе илемлетнине уйрăм хак панă.

— 2009 çултанпах тĕрлетĕп. Худграфра вĕреннĕ чухне занятисем сахал пулчĕç-ха, çапах çак ĕç килĕшрĕ. Пĕрле вĕреннĕ тусăм чăваш тĕррипе диплом ĕçĕ те çырнăччĕ. Çулсем иртсен аса илтĕм çакна. Тĕрлеме тытăнтăм. Çи-пуçа чăваш тĕррипе илемлетме пуçларăм. Халĕ тата музейри япаласене реставрацилес ĕçе кÿлĕнес килет, — пĕлтерчĕ «Стилизациленĕ наци тумĕ» номинацире палăрнă Сĕнтĕрвăрри хĕрĕ Ирина Ефимова.

Елена Николаева ĕçĕ вара чи лайăх «Автор пуканийĕ» пулса тăнă.

— 27 çул пуканесемпе ĕçлетĕп. Çи-пуç ăсталама Санкт- Петербургра вĕреннĕ эпĕ. Эскизсем хатĕрлеме пуканесем тăваттăм. Вĕсене тумлантараттăм. Каярах тата фольклористсемпе те паллашса туслашрăм. Пĕр хушăран тум çĕлеме ыйтрĕç, анчах майне тÿрех тавçăрса та илеймерĕм. Вĕсемпе концертсене çÿресе тинех наци тумĕн вăрттăнлăхĕсене ăша хыврăм, — тет Елена Геннадьевна. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.