Комментари хушас

8 Раштав, 2017

Пăрăх çурăлнишĕн шывсăр юлман

Паян Шупашкарта "Водоканал" предприятин шыв пăрăхĕ çурăлса кайнине пула республикăн тĕп хулинчи Энгельс урамĕпе шыв сарăлнă. Инкек, малтанласа палăртнă тăрăх, тăпра вылянипе çыхăннă.

Пăрăх çурăлнă пулин те çынсем шывсăр лармаççĕ, ăна вĕсем патне урăх линирен çитернĕ. 

Шупашкар хула администрацийĕн пресс-службинче инкек вырăнĕнче икĕ служба ĕçленине, ĕç епле пынине тÿре-шара тĕрĕслесе тăнине пĕлтереççĕ. 

Теги: