Комментари хушас

26 Чÿк, 2017

Тус-юлташ темле пуянлăхран та хаклăрах

Çапла калаççĕ узбексем. Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Туслăх çуртĕнче узбек наци культурин уявĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Енри узбексен культура центрĕ йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнине халалланă.

Çак пулăмпа уява пухăннисене Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков, культурологи докторĕ Владимир Васильев, ЧР Культура министерствин тата Трактор тăвакансен культура керменĕн ĕçченĕсем, пултарулăх коллективĕсемпе артистсем саламларĕç. «Узбексем — ырă та пултаруллă халăх. Вĕсем питĕ туслă çынсем. Ялан пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, пĕр-пĕрне нимле йывăрлăхра та пăрахмаççĕ», — терĕ Лев Пантелеймонович.

ЧР узбексен культура центрĕн ертÿçи Абдували Эргашев пĕлтернĕ тăрăх — пирĕн республикăра 1500 ытла узбек пурăнать. «Вĕсем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Улатăрта, Çĕмĕрлере, Патăрьелте, Комсомольскинче тĕпленнĕ. Ман ентешсем строительство, суту-илÿ, обществăлла апатлану, ял хуçалăх отраслĕсенче вăй хураççĕ. Çăмрăксем И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра, ял хуçалăх академийĕнче, коопераци институтĕнче вĕренеççĕ», — терĕ вăл.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: