«Телеюрăшăн» питне хĕретмест
«Телеюрă» кăларăма йĕркеленĕ Александр ОСИПОВ журналиста Чăваш Енре пĕлмен-палламан çын та çук пулĕ. Вăл концертсене ертсе пырать кăна мар, телекуравра çанталăкпа, культура хыпарĕсемпе паллаштарать. Ăна 30 çула яхăн паллатăп пулин те пурнăçĕ çинчен нимĕн те пĕлместĕмччĕ. Çавăнпа та унпа тĕл пулма хаваспах килĕшрĕм. Пытармастăп: ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, РФ композиторсен союзĕн членĕн кун-çулĕнчи хăш-пĕр саманта пуринчен малтан хамăн пĕлес килчĕ.
— Саша, сана юлташла çапла чĕнем-ха, эсĕ — ман сăвăпа юрă кĕвĕленĕ пĕрремĕш композитор. «Куллу, сан куллу» ятлăччĕ вăл. Халăх патне ăна Ирина Резникова çитерчĕ.
— Шăп та лăп çав çулсенче классиксен сăввисенче çĕнĕлĕх курма пăрахрăм. Совет саманипе çыхăннă чылай сăвă хытса ларнăн туйăнатчĕ, шухăш пĕрпеклĕхĕпе ывăнтарса çитернĕччĕ. Ăнсăртран ал айне лекнĕ сăввунти чĕлхе те, сăнар та çăмăлччĕ, калаçу чĕлхи шайĕнчеччĕ. Ăна пĕрремĕш сăпатран çырни пушшех килĕшрĕ. Туйăмланса кайрăм та кĕвви хăйне хăй çуралчĕ. Каярах Валери Туркайпа Афалек Энтепе сăввисемпе кăсăкланма пуçларăм. Унтан Юрий Се-ментерĕн пултарулăхĕн тыткăнне лекрĕм. Пĕр кĕвве Юрий Семеновича итлеттертĕм. Эпĕ сăвва урăхла ăнланнă иккен. Çемми унăн шухăшне йăлтах улăштарни пирки каларĕ те... хатĕр кĕвĕ валли тепĕр сăвă çырчĕ. Çапла, пултарулăхра ун пекки те пулкалать. Любăпа Николай Гордеевсем валли çырнă юрă халĕ те халăх кăмăлне каять.
— Пурте кĕвĕ хайлаймаççĕ. Тен, вăрттăнлăхун чаршавне уçăн?
— Кĕвĕ чунра тĕрлĕрен çуралать. Хăш-пĕр чухне юрă çырма сăвă кирлĕ. Ун пек чухне сăвăçпа тĕл пулатăп, сăмахсене е йĕркесене хама кирлĕ пек улăштарма ыйтатăп. Тепĕр чухне сăвăри шухăш килĕшет. Паллах, сăнара чун йышăнмасан кĕвĕ çуралмасть. Пĕррехинче Галина Матвеева-Антоновăн сăввинчи сăнар тыткăнланăччĕ мана. Çапла майпа «Хыпарçăсен юрри» çуралчĕ. Çапах та асăрхаттарам: мана ытларах халăх юрри-кĕвви интереслентерет. Ку эпĕ тĕпчевçĕ- мусăкçă пулнипе те тачă çыхăннă.
— Тăван халăхăмăрăн юрри тарăн шухăшлă, унта — тĕпчесе пĕтерейми философи. Ятарлă пĕлÿсĕр ку анана сухалама ытла та йывăр.
— Юрăсен шухăшĕ çеç мар, кĕвви-çемми те питĕ хăйне евĕрлĕ, кăсăклă. Унта ĕмĕртен-ĕмĕре, пин- пин çуллăхран пирĕн пата çитнĕ пуянлăх нумай. Халь ăна тишкерÿ тумăп. Юрăсене илес тĕк çакна калатăп: вĕсем авалтан çут çанталăка пуç çапнă тĕн йăли-йĕркипе çыхăннă. Мăн несĕлсен юрри-кĕвви çеç мар, халăх ташшисем те вăйлă аталаннă. Сăмахран, виле пытарнă чухне пÿртре те, масар çинче те шăпăр, сĕрме купăс, параппан каласа ташланă. Сĕрме купăспа параппан Турăпа калаçмалли хатĕрсем пулнă. Çак музыка инструменчĕсемпе вылякансене халăхра тухатмăш тенĕ. Ара, кĕвĕ калакансем йăлана пăхăнакансене Çÿлти хăватпа çыхăнтарнă-çке-ха. 2004 çулта Тутарстанра пурăнакан тĕне кĕмен чăвашсем патĕнче «Юпа йăли» кăларăм хатĕрлерĕмĕр. Çак йăлана ирттерме кăвак çутăпа тăрса выльăх пусрĕç. Картишри пĕр вырăна малтан вут çунтарса усалсенчен тасатрĕç, унтан автан пусрĕç. Пĕри пÿртрен баян йăтса тухрĕ те ăна турткалама пуçларĕ. Малтанах вăл мĕн тунине ăнланаймарăм, каярах пырсах ыйтрăм. «Турăпа çыхăнас тесен сасă кăлармалла. Çак ĕçе шăпăрçăн тумаллаччĕ, яваплăха хам çине илтĕм», — терĕ вăл. Лав çине юпапа юнашар ларчĕ те йăлана вĕçличченех баяна алăран ямарĕ. Пирĕн ĕлĕкренех музыка инструменчĕсен культури пулнă. Çакна уйрăмах ваттисен сăмахĕсем çирĕплетеççĕ: «Киремет кĕвĕсĕр çырлахмасть, ĕçкĕ-çикĕ юрăсăр çырлахмасть».
— Ĕлĕк-авал тухатмăшсене ырă асамçă пек йышăннă пулсан паян вĕсем патне ытларах усал ĕçпе çÿреççĕ...
— Ефим Никитин «Вăрланă хĕр» пьессинче тухатмăша вырăссен Яка Карчăкĕ евĕр сăнарлать. Чăвашсен тухатмăшĕ — арçын. Кун пирки Константин Ивановăн «Нарспи» поэминче те вуласа пĕлетпĕр. Нарспи Тăхтамана вĕлернĕ хыççăн вăрмана тухса тарать, ăна шырама икĕ пуса каччипе шăпăрçа яраççĕ. Асамлă вăйсемпе хутшăннă шăпăрçă таркăна часах тупать, ара, вăл урăхла хăватсемпе çыхăннă-çке-ха. Çакăн евĕр сюжет Яков Ухсайăн «Кĕлпук мучи» поэминче те пур. Юрий Артемьев литературоведпа хам шухăшпа пайлашсан вăл хытах тĕлĕнчĕ. Ĕлĕк тухатмăшсемсĕр пĕр йăла та иртмен. Ман шухăшпа, пирĕн авалхи тĕн икĕ сийрен тăнă: официалли — мăчавар, туй пуçĕ, мăн кĕрÿпе кĕçĕн кĕрÿ, иккĕмĕшĕ вара — тухатмăш. Çак икĕ вăй халăх йăли-йĕркине тытса тăнă. Хальхи пурнăçа илес тĕк паянхи тухатмăшсем авалхи йăла-йĕркене çухатнă, вĕсем патне кайса çÿренин усси çук. Вăхăта, укçана сая яни çеç.
— Саша, 10 çул каялла эсĕ вулакан патне «Чувашская свадьба» кĕнеке çитертĕн. Чăваш туйĕпе кăсăкланма сана мĕн е кам хĕтĕртрĕ?
— Хусанти консерваторире вĕреннĕ чухне чăваш ялĕсене экспедицие яратчĕç. Шăп та лăп çав çулсенче чăваш туйĕн юррисем чуна тыткăнларĕç. Паллах, никĕсĕ малтанах пулнă-ха. Эпĕ ача чухне аттен аппăшĕсем урамра туй юрри илтсен пĕр-пĕринпе çакнашкал калаçатчĕç: «Ку юрра — Шаккăл ялĕсем, кăна вара Сиккассисем шăрантараççĕ». Кашни тăрăхăн хăйĕн туй юрри пулнине ун чухнех хăлхана чикрĕм. Тутарстанра, Пушкăртстанра, Самар, Пенза, Саратов тăрăхĕсенче экспедицире çÿренĕ вăхăтра туй юрри нумай пухрăм. Вĕреннĕ чухне ку темăпа чылай статья калăпларăм. Юрăсем пĕр-пĕринчен çемĕпе, кĕвĕпе, сăвă формипе самаях уйрăлса тăраççĕ. Сăмахран, вирьял туй юррисен сăвви 8 йĕрке таран пулаять. Пĕр кĕввех малтан 4 йĕркине — хулăн сасăпа, кайран тепĕр 4 йĕркине çинçипе юрлаççĕ. Ыттисен кун пекки çук. Çавах та вирьялсен ытти тăрăхри туй юррисемпе пĕрпеклĕх те пур: эпир пурте пĕр кăкран тухнă. Аякра тĕпленнĕ чăвашсем те эткерлĕхе çухатман, туй юррисене çĕнĕлĕхпе пуянлатнă çеç.
— Санăн ĕç кĕнекине тишкерер-ха.
— Хусантан диплом илсе таврăнсан тĕпчев институтне ÿнер пайне ĕçе вырнаçрăм. Унтан компози-торсен союзĕн яваплă секретарĕнче вăй хутăм, каярах музыка училищинче музыка теорине ачасене вĕрентрĕм. Унтан каллех тĕпчев институтне таврăнтăм. Чăваш телекуравне ĕçлеме вырнаçсан «Те-леюрă», «Юратнăран» кăларăмсем йĕркелерĕм. Халăха пĕр вĕçĕм чăвашла янăракан кăларăмсем кирлине ăнлантăм. Халĕ вĕсем 20 çул ытла кураканпа пĕрле. Ăна пуçарса янăранпа чылай улшăну пулчĕ, çĕнĕ авторсем çуралчĕç. Çынсем концертсене çÿреççĕ, çавна пулах юрăçсем çĕнĕ сăвăçсем шыраççĕ. Эпир халăха Типшĕм Сашука, Валерий Раштава, Галина Кĕмĕле, Владимир Янтуша, Надежда Заводсковăна, Надежда Силпие, Зоя Сывлăмпие, Нина Пăрчăкана, Альбина Юратăва парнелерĕмĕр. Мĕншĕн юрăçсем çак сăвăçсене суйлаççĕ- ха? Вĕсем паянхи пурнăçа ăнланса, шухăша кăмăл-сипетпе çыхăнтарса хăйсен сăнарлă та пуян чĕлхи çине куçарса сăвă хайлаççĕ. Вĕсен ансат та çăмăл чĕлхине куракан-итлекен тÿрех йышăнать. Чăваш эстради шăпах çакна юратать, юратать çеç мар, ыйтать те!
— Эх, çав чăваш эстради! Пĕрисене килĕшет, теприсене вара тарăхтарать!
— «Телеюрă» профессионал юрăçсемпе çеç çырлахмасть. Хăй тĕллĕн вĕреннисем хушшинче те пултаруллисем нумай. Вĕсенчен те çĕнĕ шухăшсем килеççĕ. Пурте пĕрле сцена çине тухни пĕр-пĕринчен тĕслĕх илсе аталанма май парать. Сăмахран, Надинăн сăввисемпе кĕввисем епле илĕртÿллĕ. Владимир Янтуша эпĕ 10 çул каяллах асăрхарăм. Унăн хăйне евĕрлĕхне халь ыттисем те кăмăллаççĕ, сăввисенче паянхи пулăмсем сăнарланаççĕ, пуласлăх пирки шухăшлаттараççĕ. Типшĕм Сашук юррисене те кăмăлласа итлеççĕ. Виталий Адюков пирки те каласа хăвармаллах: вăл хăйĕн дискĕсене пасарта сутса, унта юрласа хальхи лару-тăрăва аван туйни халăх тавракурăмне те улăштарчĕ, анлăлатрĕ. Çынсен туйăмне ун пек пĕлекен юрăç çукпа пĕрех. «Телеюрă» — халăх чунĕ, чĕри! Çак кăларăмшăн пите хĕретместĕп. Тем тесен те, паянхи чăваш эстради халăха пĕрлештерет, вăй парать, чĕлхене çĕнĕ шая çĕклет. Паянхи чылай юрăç-композитор çак кăларăм витĕр шăранса тухрĕ.
— Саша, манпа килĕшетĕн пуль, ачасем ашшĕ-амăшĕн çулне малалла такăрлатни чуна савăнтарать.
— Мăшăрăмпа икĕ ача ура çине тăратрăмăр. Людмилăпа Хусанти консерваторире паллашрăм. 38 çул пĕр çăвартан пурăнатпăр. Юрăпа ташă ансамблĕпе пĕрле час-часах телекăларăм ÿкерме ют çĕршывсене тухса каятăп. Инçетре хунямапа мăшăр валли илемлĕ эреш туянма манмастăп. Паян вăл студентсене музыка училищинче музыка теорийĕ вĕрентет. Людмила сасса çивĕч илтет-туять. Сĕтеле шаккасан тухакан сасса тÿрех нотăсем çине уйăрать. 35 çулти ывăлăм Андрей — сĕрме купăсçă. Хусах. Малтан музыка шкулĕ, унтан музыка училищи пĕтерчĕ, каярах Саратоври консер-ваторире ятарлă пĕлÿ илчĕ. Ирина та музыка енĕпех хăйне тупрĕ, качча кайрĕ, çемйипе Ярославльте пурăнать.
— «Эх, юрату, юрату, вăйлă-çке сан хăвату», — тесе шăрантараççĕ пĕр юрăра.
— Ан та кала! Людмилăпа эпĕ хăйне куриччен маларах паллашрăм. Фортепиано калассипе экзамен тытрăм та урама тухрăм. Алăк умĕнче пĕр арçын пирус туртса тăрать. Виççĕмĕш хутри чÿречерен Бетховенăн 27-мĕш сонати янăрать. Туртакан арçын манăн пулас хуньăм пулнă иккен. Хĕрне Самаркандран Хусана вĕренме илсе килнĕ. Музыка итленĕ май иксĕмĕр калаçса тăтăмăр. Хĕрĕн кун-çулне аса илчĕ. Интересленсе кайрăм, манăн та ăна курас кăмăл çуралчĕ, вĕренме кĕрсен паллашма май тупăнчĕ. Чунпа çывăхланнă хыççăн пĕр-пĕринчен уйрăлмарăмăр, çемье çавăртăмăр.
— Эсĕ çамрăк чухне тăван чĕлхепе хальхи пек таса та хитре калаçман тенинчен шалтах тĕлĕнтĕм!
— Аттепе анне — Канаш районĕнчи Юмансартан. Эпир, ачисем, Канашра çитĕннĕ. Малалла вулас...