Комментари хушас

10 Чÿк, 2017

«Килтен çитнĕ хыпарăн пĕр сăмахĕ – пин ылтăн»

Шăпах çапла çырнă вăрçăра тăшманпа хăюллăн çапăçнă Федор Кудряшов ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕпе ачисем патне. «Виçшер сăмах та пулин çырса ярăр», — тенĕ вăл çывăх çыннисем янă хыпар фронтра ылтăнран та хаклăрах пулнине палăртса.

75 çул каялла çырнăскерсем

Федор Никитич Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçре 1904 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăл та фронта кайнă. Ăна 1942 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Елчĕк районĕн çар комиссариачĕ мобилизациленĕ. Малтан вĕсене Вăрмар районĕнче минометчика вĕрентнĕ, унтан Шупашкара куçарнă. Çав çулхи утă уйăхĕнче фронта çитнĕ. Федор Кудряшов Калинин фрончĕн 39-мĕш армийĕн стрелоксен 135-мĕш дивизийĕн стрелоксен 396-мĕш полкĕн йышĕнче çапăçнă.

Арçын мăшăрĕ Дарья Яковлевна, виçĕ хĕрĕпе виçĕ ывăлĕ патне тăтăшах çыру çырнă. 75 çул каялла шăрçаланăскерсем паянхи кун та фронтовикăн кĕçĕн ывăлĕ Анатолий Федоровичăн çемйинче упранаççĕ. Анатолий Кудряшов ашшĕ вăрçа кайнă чухне икĕ çул та тултарайман, çавăнпа çывăх çынни пирки хăй вăхăтĕнче амăшĕ каласа панинчен çеç пĕлет. Тата, паллах, Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннăскерĕн çырăвĕсене вуласа ашшĕн сăнарне куçĕ умне кăларма тăрăшать.виçĕ хĕрне пурне те пĕчченех ура çине тĕрĕс-тĕкел тăратнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.