Виç кĕтеслĕ çырусем

4 Çурла, 2020

«22-мĕшĕнче эпир лăпкăн çывăраттăмăр…»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пĕр çемьерен харăсах темиçе çын хутшăнни самай пулнă. Акă Куславкка районĕнчи Акчура ялĕнчи Терентий Ермолаев пилĕк ывăлне фронта ăсатнă. Шел, вĕсенчен иккĕшĕ — Василипе Егор — тăван тăрăхне таврăнайман.

10 Чÿк, 2017

«Килтен çитнĕ хыпарăн пĕр сăмахĕ – пин ылтăн»

Шăпах çапла çырнă вăрçăра тăшманпа хăюллăн çапăçнă Федор Кудряшов ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕпе ачисем патне. «Виçшер сăмах та пулин çырса ярăр», — тенĕ вăл çывăх çыннисем янă хыпар фронтра ылтăнран та хаклăрах пулнине палăртса.

75 çул каялла çырнăскерсем