Комментари хушас

9 Чÿк, 2017

Хушаматне кура историе килĕштернĕ

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физкультура факультечĕн 2-мĕш курсĕнче вĕренекен Михаил Кутузов амăшĕнчен çулталăкра тăлăха юлнă. Çав вăхăтра ашшĕ те хыпарсăр çухалнă. Амăшне пытарнă чухне пĕчĕк те хавшак Миша кăкăр сĕчĕ çиме пăрахма та ĕлкĕреймен. Çывăх çыннисене вăл астумасть, çемье архивĕнче сыхланса юлнă сăн ÿкерчĕксем тăрăх çеç пĕлет.

Интерната паман

— Эпир виççĕн пĕртăван: Саша, Настя тата эпĕ. Шел, пире пĕрле ÿсме тÿр килмен. Анне виличченех аслисене интерната илсе кайнă. Мана, пĕчĕккине, тăвансем питĕ хĕрхеннĕ, йĕркеллĕ пăхаймасран хăраса ача çуртне парас темен. Аттен аппăшĕ ним шухăшласа тăмасăр хăй çемйине илнĕ. Хама кун çути парнеленĕ анне пирки çавах япăх калас килмест, эпĕ ăна пачах та астумастăп. Тăвансем каланă тăрăх, вăл ĕçкелеме юратнă, мухмăра тата ÿсĕрле ăшне пĕр чĕптĕм вĕри апат яманнине пулах çут тĕнчерен уйрăлнă. Атте хăйне йĕркесĕр тытни, пĕрмай алă çĕклени те çак-нашкал тĕлли-паллисĕр пурнăç патне илсе çитернĕ-и тен? Кашни çын тĕрлĕрен-çке, тепри йывăрлăха, нушана чăтаймасть, йăлтах хăй чĕри витĕр кăларать. Паллах, ĕçкĕпе иртĕхни пурнăçа çăмăллатмасть, никама та ырри патне илсе çитермест, — калаçăва пуçларĕ Михаил.

Миша ачаранпах Алькеш поселокĕнче ашшĕн аппăшĕпе тата асламăшĕпе пурăнать. Алевтина Сергеевнăна вăл пĕчĕкренех «анне» тесе чĕнет. Вĕсенчен çывăхраххи, хаклăраххи ку çĕр çинче никам та çук 20 çулти каччăшăн.

— Йыснана эпĕ «атте» тесе чĕннĕ. Пĕчĕк ачашăн тунсăхлаканскер мана çемьене илсен çав тери хĕпĕртенĕ вăл. Ывăлĕ Сергей ун чухне çитĕннĕ ĕнтĕ, 18 çулта пулнă. «Хăй тĕпренчĕкĕшĕн те унашкал савăнман мăшăрăм. Сана киле илсе таврăнсан унран телейлĕ çын та çукчĕ çĕр çинче. Кипкине те çăватчĕ, урама уçăлма илсе тухатчĕ…» — каласа паратчĕ анне. Атте мана машинăпа шкула леçетчĕ, тутли илсе çимешкĕн кĕсйинчен яланах укçа кăларса тыттаратчĕ. Юлташсен умĕнче унпа çав тери мăнаçланаттăм. Хăйĕнчен ниçта хăвармастчĕ, пулла çÿреме юрататчĕ манпа. Шел, 2010 çулта вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Хам пурнăçра пĕрремĕш хут чăн-чăн çухатăва туйса илтĕм. Чунне паратчĕ атте маншăн, теприсем хăйсен ачисене те çакăн чухлĕ юратупа ăшăлăх парнелеймеççĕ пулĕ, — куçĕ хурлăхпа тулчĕ Михаилăн.

Шкулта вĕреннĕ чухне Миша историе тата математикăна питĕ юратнă. Учителе куçран пăхса ялан тимлĕ итлесе лараканскер киле парса янă ĕçсене хăй тĕллĕнех пурнăçланă. Ашшĕпе амăшĕ юнашар ларса уроксене тĕрĕслемен. «Кутузов» хушамат ăна ашшĕнчен мар, амăшĕнчен куçнă. «Мĕншĕн «Кутузов», мĕншĕн «Суворов» мар», — хăшĕ-пĕри çакнашкал шÿтленине те хăнăхса çитнĕ вăл. Иосиф Сталинпа пĕр кунра, раштавăн 21-мĕшĕнче, кун çути курнăшăн та савăнать вăл. Сăмах май, историре паллă йĕр хăварнă çынсен çуралнă кунĕсене йăлтах астăвать вăл.

Урамран кĕме пĕлмен Миша 11 çултах футбол мечĕкĕ хăваласа чупнă. Ăна чи малтан пĕр класра вĕренекен юлташĕ хăйĕнпе пĕрле Шупашкарти Олимп стадионне илсе кайнă. Кайран иккĕшĕ çĕнĕ кăнтăр районĕнче футбол шкулĕ уçнă. Халь Михаил Кутузовăн тренер лицензийĕ те пур. Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пĕлÿ пухнă хушăра Питĕрте ятарласа вĕренсе килнĕ вăл. Аслă вĕренÿ заведенийĕсен хушшинче иртекен Раççей чемпионатне хутшăнать халь. ЧППУн физкультура факультечĕсĕр пуçне вăл çак вĕренÿ заведенийĕнчи муниципалитет патшалăх управленийĕнче пĕлÿ пухать.

Шухă пулнă

Тантăшĕсем хăнăхтарнăран Миша тăват-пилĕк çултах ишме вĕреннĕ. «Аслăраххисем шыва тытса перетчĕç. Путас килмест — чăмпăлтататтăмăр. Пĕррехинче Шупашкар çумĕнчи Вăрманкас ялĕнчи пĕвене шыва кĕме кайрăмăр. Юлташăм ишме пĕлместчĕ. Атте пирĕн хыçран утатчĕ, вăл çитессе кĕтсе тăмасăрах пăртак шаларах кĕтĕмĕр, унта чылай тарăнччĕ, хайхискер путасран хăраса мана ураран ярса тытрĕ. Путатăп, вăл та манран çакланса пĕрле анчĕ. Иксĕмĕр те вилĕмрен аран çăлăнса юлтăмăр çавăн чухне. Юрать, эпĕ лайăх ишме пĕлеттĕм, хам та путмарăм, ăна та хăтартăм. Тăхăр çулта кăначчĕ ун чухне. Эпир çуйхашнине илтсе атте те çав вăхăт тĕлне пĕве хĕррине чупса çитнĕччĕ», — аса илчĕ Михаил.

Тепĕр пăтăрмаха та куçĕ умне кăларчĕ вăл. Алькеш поселокĕнчи гаражсен çывăхĕнче юлташĕпе канистр тулли бензин тупнă пĕррехинче. Ăна çунтарса пăхма тĕв тытнă ачапча. Çырмана анса кăвайт чĕртнĕ. Пăрăх тăрăх унта бензин юхтарма тытăннă. Вăл тăрук хыпса илнĕ, Мишăн алли çунма пуçланă. «Ман телее, çывăхри пĕчĕк çырмара шыв юхса выртатчĕ, хăвăртрах алла унта чикме ĕлкĕртĕм. Çавăн чухне эпĕ питĕ хăранăччĕ. Алă кайран хуралса ларчĕ, асаннепе анне ÿте кашни кун маç, хур çăвĕ сĕретчĕç. Ыратсан та йĕместĕмччĕ — чăтаттăм. Хытă ятланинех астумастăп, эпĕ килтисене йăлтах чăннине каласа кăтартнăччĕ», — ача чухнехи пăтăрмахсене кулса аса илчĕ Михаил. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.