Комментари хушас

1 Чÿк, 2017

Паян суд приставĕсем професси уявне палăртнă

Паян Чăваш Енри суд приставĕсем професси уявне палăртнă. Сумлă кунпа вĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов тата ыттисем саламланă. «Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Енри управленийĕ ĕçе тивĕçлипе пурнăçлать", - тенĕ Михаил Игнатьев уявра. 

Приставсем кăçал кăна пурĕ 6 миллиард тенкĕ ытла шыраса илнĕ. Çав шутран 2,7 миллиарчĕ тĕрлĕ шайри хыснана кайнă. Патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхшăн тата çĕршĕн аренда тÿлевĕпе вăхăтра татăлса пыманнисенчен парăма шыраса илессипе те суд приставĕсем юлашки вăхăтра çине тăнине палăртнă Михаил Васильевич. Уйрăмах тăрăшуллисенчен пĕрне, Евгений Степанова, Тав хучĕпе чысланă. Зоя Юрасова ветерана "Суд приставĕсен институтне 150 çул" медальпе наградăланă. 

Федерацин суд приставĕсен республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Анатолий Иванов та хăйĕн сăмахĕнче хăш-пĕр цифра илсе кăтартнă. Тÿлевпе татăлма васкаманнисем тĕлĕшпе уголовнăй ĕçсем те пуçарма тивет. Кун пекки кăçал 500-тен иртнĕ. 

 

 

 

Теги: