Комментари хушас

Вырăссен паллă писателĕ, публицисчĕ тата литература критикĕ Виссарион Белинский çапла каланă: «Драма искусстви тăван халăхăн йăли-йĕркин никĕсĕ çинче тата халăхăн чăн пурнăçĕн тĕкĕрĕ пек кăна аталанма пултарать». Александр Островский драматург вара вăл е ку халăхăн наци театрĕ пурри унăн шайĕ питĕ пысăккине палăртать тенĕ. Пирĕн, чăвашсен, ун пек театр пур. Апла эпир мĕскĕн те, чухăн та мар. Çапах вăл тата вăйлăрах, хăватлăрах пулмалла. Мĕнле майпа? Нацин драма искусствине аталантарса.

Пĕлтĕрхи ĕçсем

Чăваш Енре патшалăх шайĕнчи театр улттă: К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма, Оперăпа балет, Вырăс драма, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен, Пукане тата Сăнав театрĕсем. «Хыпар» вулаканĕсем чăвашсем пулнăран тăван чĕлхепе выляканнисем — Чăваш академи драма тата Çамрăксен театрĕсем — пирки ытларах калаçăпăр. Мĕнле пьесăсем, камăн ĕçĕсем сцена çине тухаççĕ-ха? Çав шутра чăваш драматургĕсен хайлавĕсем пур-и?

Аллăмра 2016 çулти çĕнĕ постановкăсен списокĕ. Чăваш академи драма театрĕ ултă ĕç кăларнă: М.Карягинăн «Куккуклă сехет» /В.Яковлев лартнă/, А.Вампиловăн «Ытарайми çу кунĕ» /Н.Сергеева/, А.Пăрттан «Сансăрах санпа» /В.Иванов/, В.Николаевăн «Эс ман чунра», А.Поповăн «Ялта пулман пăтăрмах» /Н.Сергеева/, А.Кружновăн «Красная Шапочка и инопланетяне» /А.Герасимов/ постановкисем. Вĕсенчен виççĕшĕ — Карягина, Пăртта тата Николаев — чăваш авторĕсем.

Çамрăксен театрĕнче иртнĕ çул пилĕк премьера пулнă: Н.Сидоровăн «Шупашкарти савни 20 çул ирт-сен» /В.Оринов/, В.Зиминăн «Жила-была Сыроежка» /И.Дмитриев/, О.Туркайăн «Чи кирли, чи юратни» /И.Дмитриев/, Е.Шашинпа Б.Лагодăн «РэПКА» /Н.Шамбулина/, И.Ильинскаян «Веселые уроки ОБЖ» /Н.Шамбулина/, А.Анатольевăпа Г.-Х.Андерсенăн «Снежная королева» /И.Дмитриев/ ĕçĕсем. Иккĕшĕ — «Шупашкарти савни 20 çул иртсен» тата «Ален Делон…» — хамăрăн çыравçăсен ĕçĕсем. Пуканесен театрĕнчи тăватă çĕнĕ ĕçрен иккĕшĕ — «Веселые уроки чувашского» тата «Сарпике» — чăвашлăхпа çыхăннисем. Ытти театрти премьерăсенчен пĕр ĕç те чăваш авторĕн мар.

Чун ыратăвĕ

Мĕншĕн хамăрăн драматургсен хайлавĕсем чăваш театрĕсен сцени çинче çителĕксĕр-ха? Режиссерсене паянхи çыравçăсен ĕçĕсенче мĕн тивĕçтермест? Çак ыйтусем тавра калаçрăмăр та К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçипе, СССР халăх артисчĕпе Валерий Яковлевпа.

— Çак ыйту пĕр çулталăк мар, эпĕ мĕн чухлĕ ĕçлетĕп — çавăн чухлĕ çивĕч тăрать, — терĕ Валерий Николаевич. — Наци драматургийĕсĕр театр аталанайманнине лайăх пĕлетĕп, çавăнпа чăваш пьесине сцена çине кăларма тăрăшнă. Хам астăвасса: пĕр пьесăна та тытнă та лартнă теме пултараймастăп. Николай Терентьевăн ĕçĕсене те кăштах та пулин тĕкĕнме тивнĕ. Ыттисене вара питĕ нумай пулăшнă. Енчен те паян ĕç сĕтелĕ çинче пьесăсем купаланса выртаççĕ пулсан, паллах, лайăххисене пурне те куракан патне çитерĕттĕмĕр. <...> Апла пулин те май килнĕ таран — виçе çине хурса тенĕ пек — чăваш, вырăс, ытти халăх ĕçĕсене лартассине шайлаштарса пыратпăр. Пирĕн репертуарта чăваш пьесисем çаксем: «Ялта», «Пĕртен-пĕрскерĕм», «Укçа чул кастарать», «Килех килчĕ Тур çырни», «Мунча кунĕ», «Вĕри юнлă çемçе чун», «Ыйхă çухатнисем», «Манăн çăлтăр тÿпере», «Куккуклă сехет», «Ытарайми çу кунĕ», «Эс ман чунра», «Туя туй пек тăвар-и?». Ре-пертуарта — 26 спектакль. Унсăр пуçне ачасем валли тата 5 спектакль пур. 15 çул ĕнтĕ чăвашла юмах лартманччĕ. Кăçал ятарласа «Çил ачисем» хатĕрлерĕмĕр. Чăваш халăх юмахĕ тăрăх Александр Пăртта çырса пачĕ.

Прозаиксемпе те ĕçленĕ. Александр Артемьевăн «Салампине», Илпек Микулайĕн «Хура çăкăрне», Денис Гордеевăн «Анаталла-тăвалла» хайлавĕсене инсценировка туса сцена çине кăларнă. Геннадий Медведев Николай Мартыновăн «Кăвак хуппи» повеçне инсценировка турĕ. Унпа Наталия Сергеева режиссер ĕçлерĕ.

Валерий Яковлев çавăн пекех ЧР Культура министерстви тата ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕ 2002-2003 çулсенче чăвашла çыракан драматургсене хавхалантарма пĕрремĕш хут йĕркеленĕ конкурса аса илчĕ. Ун чухне авторсем 17 ĕç тăратнă. Жюри сÿтсе явнă хыççăн пиллĕкĕшне республикăри театр сценисем çине кăларнă: «Пасар патши» /Г.Медведев/, «Вĕçсе иртеççĕ кайăксем» /А.Тарасов, О.Туркай/, «Анаталла-тăвалла» /Д.Гордеев, Г.Кириллов/, «Ехрем хуçа» /А.Кипеч/, «Çухалнă хуркайăк çулĕ» /Л.Сачкова/. Вĕсене Чăваш академи драма тата Çамрăксен театрĕсенче лартнă.

Классика та кирлĕ

<...>  Çамрăксен театрĕн паянхи репертуарĕнче чăваш авторĕсен ĕçĕсем мĕнле шайлашура-ха? Унти литературăпа драматурги пайĕн ертÿçи Раиса Полякова пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра унти сцена çине хамăрăн 13 авторăн 18 пьеси тухать. Репертуарти 34 спектакле çине-çинех лартаççĕ, çакскерсенчен 17-шне — чăвашла. Раиса Николаевна палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтри авторсене явăçтарма театрта наци авторĕсемпе драматургĕсем валли йĕркеленĕ семинар тата ЧР Культура министерствипе ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн наци драматургĕсен конкурсĕ, ачасем валли çыракан наци драматургĕсен регионти лаборатори-форумĕ чылай пулăшнă. Сăмахран, 2008-2009 çулсенче театр хăй вăйĕпе ирттернĕ конкурс Владислав Николаев драматурга çул уçса панă. Унăн «Ванюк ĕçе хăнăхать» пьеси пĕчĕк куракан патне çитнĕ.

ЧР Культура министерствин пуçарăвĕпе иртнĕ темиçе конкурс хыççăн Çамрăксен театрĕ Ольга Туркайăн «Чи кирли, чи юратни», Александр Пăрттан «Кирек ăçта та пур хĕвел», Марина Карягинăн «Кĕмĕл тумлă çар», Анатолий Кипечĕн «Ехрем хуçа», Римма Прокопьевăн «Тăххăрмĕш хутри телей кайăкĕ» тата ытти пьесăпа пуянланнă. Унсăр пуçне семинарсем йĕркелесе чăваш драматургĕсене пулăшнă. Тĕслĕхрен, çапла майпа Маргарита Михайловăн «Шăпа» драми кун çути курнă.

Акă çак кунсенче иртнĕ премьера — Геннадий Тимофеев-Челпирăн «Виç кĕтеслĕ юрату» спектаклĕ — 2014 çулта иртнĕ регионсен хушшинчи лаборатори- форумăн çимĕçĕ. Пушкăртстанри Стерлитамакра пурăнакан йăхташăмăр çеç мар, çĕршыври тата чикĕ леш енчи 160 яхăн автор хутшăннă унта. Мускав критикĕсемпе пĕрле 20 яхăн чи лайăх ĕçе суйласа илнĕ. <...> Ыттисен ĕçĕсем — режиссерсен портфелĕнче черетре.

Раиса Николаевнăна мĕн канăçсăрлантарать-ха? Çавнашкал мероприятисене пирĕн тĕп вузсенче вĕренекен пулас филологсем, çыравçăсем хутшăнманни. <...>

Пуканесем чăвашла манман-ха

Пукане театрĕн репертуарĕнче 58 спектакль, вĕсенчен 11-ĕшĕ — чăваш авторĕсен. Театр Юхма Мишшипе, Ева Лисинăпа, Ольга Туркайпа çыхăну тытать. Аслă ăрурисенчен Петĕр Хусанкайăн /«Тĕлĕнтермĕш çарăк»/, Валентина Элпин /«Эпĕ халь телейлĕ»/, Ефим Никитинăн /«Сарпике»/ ĕçĕсене лартнă.

Оперăпа балет театрĕнче ытти çулта чăваш опереттисем пулатчĕç. Шел те, хальхи вăхăтри репертуарта пилĕк опереттăран пĕри те чăвашла мар. 21 оперăран та «Нарспипе» «Шывармань» кăна чăваш композиторĕсен, 21 балетран пĕртен-пĕр «Сарпике» чăвашăн. Сăнав тата Вырăс драма театрĕсенче чăвашлăхпа çыхăннă пĕр спектакль те çук.

Халăх театрĕсем камсен пьесисене лартаççĕ-ши? Тĕп хулари «Çăлкуç» халăх театрĕн режиссерĕпе Галина Скворцовăпа çыхăнтăмăр. Çак кунсенче 35 çул тултаракан театр вырăнти авторсен пьесисене ытларах лартать. <...> Галина Моисеевна пĕлтернĕ тăрăх, пьесăсене хăйĕн те çырма тивет, мĕншĕн тесен вĕсене туянасси укçа-тенкĕпе çыхăннă. <...>

Элĕкри «Нарспи»

Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрне Хусан культура институтне пĕтернĕ Инна Афанасьева 2007 çултанпа ертсе пырать. <...> Репертуарта — чăваш авторĕсен произведенийĕсем: Николай Осиповăн «Айтар», Александр Пăрттан «Вăрмана юлнă çамрăклăх», Николай Айзманăн «Кай, кай Ивана», Николай Сидоровăн «Хусах Ваççа авланать» камичĕсем. Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ тĕле «Нарспи» спектакль кăларнă. Геннадий Терентьевăн «Юрату пулсан чĕрере» пьесине çулталăк тăршшĕнче 20 хут кăтартнă. Кăçал вара К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн 100 çулхи юбилейне халалласа Александр Островскин «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» пьесине лартнă. Халăх театрĕн ача-пăча студийĕ те пур. Шăпăрлансем Юхма Мишшин «Пукане» юмахĕпе Хусанти, Ижевскри ача-пăча фестивалĕсенче иккĕмĕш вырăнсене тухнă. Апла тăк пирĕн, чăвашсен, пьесисем ыттисемшĕн те кăсăклă. Хамăр кăна ăнлансах каймастпăр çакна. Лайăххине ютра шыратпăр мар-и?.. Тулли верси...

 

 

Надежда СМИРНОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.