Комментари хушас

25 Юпа, 2017

“Манăн шанчăклă тусăм-поэзи...”

Çыравçăшăн çĕнĕ кĕнеке кун çути курни — чи савăнăçлă пулăмсенчен пĕри. Çак пысăк савăнăçа пайлама çыравçă-тусăм, ЧР Профессионал писательсен союзĕн пайташĕ Зоя Сывлăмпи / сăн ÿкерчĕкре/ мана хăй патне хăнана чĕнчĕ. Анатолий Печников композиторпа пĕрле калăпланă шевле пекех сап-сар хуплашкаллă «Шăратар тăванлăх юррине» кĕнекене алла тытса страницисене уçа-уçа унти юрăсемпе паллашсан чун хĕпĕртÿпе тулчĕ. Ара, чăваш халăхĕн ылтăн çÿпçи тепĕр чунлă кĕнекепе пуянланчĕ-çке! Духовкăран тин пиçсе тухнă пиццăпа чей ĕçнĕ май пирĕн ăшă калаçу шăнкăр-шăнкăр шыв евĕрех шăнкăртатса юхрĕ.

— Зоя, ман умра эс кăларнă 11 кĕнеке. Вĕр çĕнни те пур! Çĕнĕ кĕнекÿпе саламлатăп сана. Чунăм çунатланчĕ — чăваш литератури тепĕр ырă, çутă, çепĕç юрă пуххипе мерченленчĕ...

— Тавах. Ку кĕнекене пичетлеме ентешĕм Анатолий Печников комопозитор мана тахçанах хĕтĕртрĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.