Комментари хушас

20 Юпа, 2017

Ентешсен ĕçĕсене ытти регион хак панă

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Киров хулинчи Пултарулăх керменĕнче ĕçлев ÿнерĕн «МастерОк» куравĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Федерацин Атăлçи округĕнчи ача çурчĕсене, ашшĕ- амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пулăшма хатĕрленĕ «Ачалăха тавăрма» проектпа килĕшÿллĕн ăна çулсеренех йĕркелеççĕ.

Кăçалхи курава округри 14 регионтан 60 ача хутшăннă. Вĕсен ĕçĕсем хăйсен тăрăхĕсенче чи лайăххисен шутне кĕнĕ, çавăнпа Кировра иртекен курава хутшăнма тивĕçнĕ. Пултарулăх ĕçĕсене тĕрлĕ техникăна тĕпе хурса пурнăçланă: батик /пусмана капăрлатасси/, вĕтĕ шăрçапа тĕрлесси, керамика, чеканка, макраме, мозаика, дизайн тата ытти те.

Курава Чăваш Енрен Пăрачкаври ача çурчĕн пилĕк хастарĕ кайма тивĕçнĕ. Хăйсен ĕçĕсемпе вĕсем «Тетте ăсталасси» номинацире паллаштарнă.

Çар çынни пуласшăн

Пăрачкаври ача çурчĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Л.Г.Петрова çак курава вĕсем кашни çулах хутшăннине пĕлтерчĕ.

— Ытти чухне пирĕн патран 2-3 ача кăна хутшăнатчĕ, кăçал вара республикăра çĕнтерсе округ шайĕнче хутшăнма пиллĕкĕн тивĕçрĕç, — терĕ вăл. — Вĕсем: 5-мĕш класри Алим Сидоров, 6-мĕшĕнчи Вова Александров, 9-мĕшĕнчи Анжела Сидорова, Ирина Степанова тата Гена Федоров.

Мероприятие савăнăçлă лару- тăрура уçнă хыççăн куравпа паллашасси пуçланнă. Мĕнпе те пулин кăсăкланни çыннăн пурнăçне чылай хаваслăх кÿрет, çутă ĕмĕт те ырă шанăç çуратать. Ачасем те тĕрлĕ япала ăсталанă чухне хăйсене асамçă евĕр туяççĕ. Çак ĕçсене пула пысăк хисепе тивĕçни вара малалла талпăнма хавхалантарать.

Акă Алим Сидоров, сăмахран, çар çынни пулма ĕмĕтленет. Çавăнпах вăл çекĕлпе çыхса карап ăсталанă. Унăн ĕçĕ тата шухăш-тĕллевĕ РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçине Владимир Колчина питĕ килĕшнĕ. Çакна кура арçын ачаран телекурав ĕçченĕсем интервью илнĕ. Чăн та, питĕ аван калаçать вăл, ăслă сăмахĕсене итлес те итлес килет.

Чылайăшĕ çыхса тетте ăсталанă, Гена Федоров вара хăюпа тĕрленĕ. Ачасен ĕçĕсем хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртнĕ. Вĕсенче те пурнăç палăрать тейĕн, темĕнле асамлăх та пытарăннă пек.

Чăваш тĕррин илемĕнчен тĕлĕннĕ

Курав хыççăн экскурси пулнă. Ачасене Юркин паркĕнче уйрăмах килĕшнĕ. Питĕ пысăк территорире динозаврсене курни нимĕнле ту- йăмпа та танлашаймĕ. Вĕсене сăнанă май чылайăшĕ авалхи пурнăçа куç умне кăларма тăрăшнă, хăйсене урăх тĕнчене лекнĕн туйнă. Çавăн пекех Циолковский, Хлынов, Космонавтика музейĕсенче те кăсăклине нумай курнă, асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ.

— Каçхине вара Чăваш Енпе паллаштаракан презентаци кăтартрăмăр, — кăмăллăн аса илчĕ Людмила Геннадьевна. — Эпир пурте чăваш тумĕ тăхăннăччĕ. Анжела Чăваш Республики çинчен сăвă каланă вăхăтра çынсене ку питĕ килĕшнине ăнлантăмăр. Республика çинчен хатĕрленĕ фильм та кăтартрăмăр. Хăшĕ-пĕри пирĕн илемлĕ тумсене пырса тытса пăхмасăр тÿсеймерĕ. Чăваш тĕррин илемне питĕ мухтарĕç. Çакăн пек вăхăтра, паллах, мăнаçлăх туйăмĕ çавăрса илет. Чăваш Енрен тухнă паллă çынсенчен пĕри Василий Чапаев пулнине пĕлсен тата ытларах кăсăкланаççĕ вĕсем пирĕнпе. Тĕнчери 3-мĕш космонавт Андриян Николаев çинчен те чылайăшĕ пĕлет. Чăнах та, пирĕн халăхран мĕн чухлĕ чаплă çын тухнă-çке! Эппин, пирĕн те вĕсен çулне малалла тăсас пулать.

Тепĕр кунне, юпан 13-мĕшĕнче, çĕнтерÿçĕсен чыславĕ пулнă. Ачасене пурне те лауреат дипломĕпе тата хаклă парнепе — наушникпа — савăнтарнă. Анчах кăмăл-туйăма çĕклекенни ку кăна мар. Курава хутшăннă пысăк йыш хушшинче ачасем çĕнĕ тус-юлташ тупнă. Хутшăнусем хăвăртах йĕркеленнĕ. Пĕрешкел кăсăкланупа пурăнакансен пĕр- пĕринпе сÿтсе явмалли чылай-çке. Халĕ пĕр-пĕринпе «Контактра» соцсетьре çыхăну тытаççĕ, телефонпа калаçаççĕ. Паллах, çакнашкал мероприятисем çĕнĕ шухăш-кăмăл та парнелеççĕ.

Пултарулăх пĕччен килмест

— Ку питĕ усăллă проект, — терĕ Людмила Геннадьевна та. — Атту кунта пурте пĕр çĕрте пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне йăлăхтараççĕ. Мероприятисене тухса çÿрени вара тавра курăма та аталан-тарать, кăмăл-туйăма та çĕклет. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.