Комментари хушас

18 Юпа, 2017

Авăн уйăхĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем

Пире сĕте сутăн илмелли хаксем пĕчĕкки пăшăрхантарать. Литрĕшĕн 17 тенкĕ кăна тÿлеççĕ. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче вара 20-23 тенкĕ пулнă.

Красноармейски районĕнче пурăнакансем.

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен çакăн пек хурав илтĕмĕр: Раççей саккунĕсенче сĕте сутăн ил-мелли хаксене патшалăх енчен йĕркелесе пырассине çирĕплетмен, вĕсем рынок витĕмĕпе йĕркелен-се пыраççĕ. Красноармейски районĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне халăхран сутăн илекен сĕтĕн пĕр литрĕн хакĕ 17 тенкĕпе танлашнă, çакă республикăри вăтам хакпа шайлашуллă.

Сĕт хакĕ çулталăк вăхăтĕнчен нумай килет, кĕркунне-хĕлле чĕр тавар сахаллине кура çулленех пысăкланать, çуркунне-çулла вара чакать. Пĕлтĕр те çаплах пулнă. Хак чи пысăк шая чÿк уйăхĕн вĕçĕнче çитнĕ — 23 тенкĕпе танлашнă. Министерство граждансене ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене пĕрлешме сĕнет, çакă сĕте тирпейлекен предприятисене пысăкрах хаксемпе сутма май парать. Çакнашкал кооперативсене патшалăх та грантсемпе пулăшать.

***

Яманак ялĕнче клуб тума ыйтатпăр.

Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче пурăнакансем.

Республикăн Культура министерстви çапла пĕлтерет: ялсенче культура çурчĕсем тума укçа уй-ăрмалли условисене çавнашкал проектсене конкурс мелĕпе суйласа илмелли йĕрке палăртать. Çав йĕркепе килĕшÿллĕн кашни муниципалитет районĕнчен вырăнти хăй тытăмлăх органĕ суйласа илнĕ пĕр проектран ытла мар тăратмалла. Республика бюджетĕнчен 15 миллион тенкĕрен ытла мар уйăраççĕ.

2018 çул валли конкурс комиссийĕ проектсене суйласа илнĕ ĕнтĕ. Красноармейски районĕн админи-страцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — Яманак ялĕнче культура çурчĕ тумалли проект документацине хатĕрлеме пуçланă.

<...>

Калинино салинчи Ленин урамĕнче «Шупашкар-Сурское» автоçул хĕррипе çутă юписене лартнă, анчах çутă çук. Хăçан пулĕ? Çак çул хĕррипе тротуара та малалла тăсма ыйтатпăр.

Вăрнар районĕнчи Калинино салинче пурăнакансем.

Республикăн Транспорт министерстви хуравлать: регион пĕлтерĕшлĕ Калинино-Патăрьел- Елчĕк автоçулшăн «Чăвашупрдор» КУ яваплă. Асăннă вырăнта çутă приборĕсене монтаж тунă, объекта хута янă. Анчах кăçал кăлтăксем тупса палăртнине кура çак ĕçе пурнăçланă «Монус» ОООн тивĕçлĕ ĕçсене гаранти шучĕпе тума тивнĕ.

Çул хĕррипе тротуара малалла тăсас ыйтăва çул- йĕр ĕçĕсен çитес çулхи планне тишкернĕ чух татса парĕç.

***

Пăваялĕнче çĕнĕ ФАП тума е киввине, юхăнса кайнăскере, тĕпрен юсама ыйтатпăр.

Вăрнар районĕнчи Пăваялĕнче пурăнакансем.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — Пăваялĕнчи ФАП, 1986 çулта тунăскер, çывăхри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчен 17 километрта вырнаçнă, районăн тĕп больницинчен — 14 километрта. Çак ФАП пăхса тăракан йыш 286 çынпа танлашать. Райбольница администрацийĕ ФАП çуртне 2018 çулта юсама палăртнă. Пăваялĕнче çĕнĕ ФАП кирлĕ мар.

***

Чурачăкри шкулта спорт залĕ çук. Шкул çумне тĕртсе спортзал тума ыйтатпăр.

Шупашкар районĕнчи Чурачăкри шкул коллективĕ.

ЧР Вĕрентÿ министерстви çапла хуравлать: Чурачăкри шкула 1977 çулта хута янă. Унăн çурчĕ пĕр хутлă, йывăçран, тулаш енчен кирпĕчпе облицовка тунă. Проект хăвачĕ — 84 вырăнлăх. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 51 ача пĕлÿ илет. Спортзал проектра çук. Шупашкар райадминистрацийĕ укçа-тенкĕ тата демографи енĕпе сăлтавласан министерствăн ĕç ушкăнĕ спортзал тăвассине патшалăх программине кĕртес ыйтăва пăхса тухĕ.

***

«Вăрмар-Тăвай» автоçулăн Кĕтеснер ялĕнчен пуçласа Тăвай чиккине çитекен сыпăкне тĕпрен юсамалла.

Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче пурăнакансем.

ЧР Транспорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — 160,7 километр тăршшĕ «Аниш» автоçула тытса тăрассишĕн «Чăвашупрдор» КУ яваплă. Çак çула йĕркене кĕртес тĕллевпе проект ĕçĕсене пурнăçлама конкурс процедурисене ирттернĕ. Çула, çав шутра Вăрмар районĕнчи сыпăка, 2018 /50 миллион тенкĕлĕх/, 2019 /64,4 миллион тенкĕлĕх/ çулсенче юсама палăртнă. Тулли верси...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.