Комментари хушас

17 Юпа, 2017

Пушкăртстанра ящур тупнăран Чăваш Енре сисчĕвленнĕ

Пушкăртстанра ящур чирне тупса палăртнă хыççăн Чăваш Енри ветеринарсемпе эпизоотологсем те сисчĕвленчĕç. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче хăрушсăрлăха ÿстермеллине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та канашлусенчен пĕринче хускатнăччĕ. Ĕнер ку ыйтăва Чрезвычайлă эпизоотиллĕ лару-тăрăва хирĕç ĕçлекен правительство комиссийĕн черетсĕр ларăвĕнче пăхса тухнă.

Сăмах май каласан, ку чир аталанассине Пушкăртстанра халĕ чарса лартнине пĕлтереççĕ. 90 пин ытла выльăха ятарлă вакцинăпа укол тунă. Анчах амак маларах 1,7 пин пуç выльăха тĕп тума хистенĕ.

Чăваш Енре ĕнер иртнĕ канашлура Сывлăх сыхлав министерствин, Патшалăхăн ветеринари службин, Ветеринари тата фитосанитари надзорĕ енĕпе ĕçлекен федераци службин представителĕсем хутшăннă, профилактика тĕллевĕпе республикăра туса ирттермелли мерăсене палăртнă.

Рубрика: 
Теги: