Комментари хушас

13 Юпа, 2017

Çичĕ çул тÿлемен хĕрарăма хваттертен кăларса янă

Канаш хулинче пурăнакан икĕ ачаллă хĕрарăм нумаях пулмасть хваттерсĕр тăрса юлнă. Хваттер укçине çичĕ çул тÿлемен çемьене судпах кăларса ямалла тунă. Анчах урама мар, общежитинчи пÿлĕме.

Хула администрацийĕнчи тÿре-шара çивĕч ыйтăва йĕркеллĕ татса пама хăтланнине пĕлтереççĕ. Юлашки виçĕ çулта хĕрарăм ниçта та ĕçлемен иккен, парăма татма унăн май килмен. 30 çул пурăннă хваттерпе çемьен икĕ уйăхра сывпуллашма тивĕ.

Виçĕ ачаллă тепĕр çемье те хваттер укçи тÿлемесĕр парăм пуçтарса тултарнă. Хĕрарăм ачапа ларать, аслă ачи чирлĕрен вĕçĕм больница тăрăх çÿреме тивет. Ачасен ашшĕ ĕçлет-ха, анчах хваттершĕн парăма кĕрсе кайнă. Суд приставĕсем пурлăха арестлесе кайнă. Ун пек çемьесене приставсем малашне те çитме шантараçĕ.

Теги: