Комментари хушас

12 Юпа, 2017

Илемлĕ... чăваш тĕрри

Çакăн пек йĕркесенчен пуçланать чăваш халăх юрри. Чăннипех те тĕрĕ илемлĕ, анчах та ăна тĕрлеме пĕлмелле. Шупашкарти 132-мĕш «Ылтăн пулă» ача-пăча садĕнче Надежда Алексеева «Чăваш тĕрри» кружокĕ йĕркеленĕ. Çак шухăш университетра диплом çырнă вăхăтрах çуралнă иккен çамрăк чиперккен.

Çак кружока çÿрес текенсене пурне те йышăнать Надежда Юрьевна.

— Кружока нумаях пулмасть кăна йĕркелерĕмĕр пулсан та халĕ кунта вăтăр икĕ ача çÿрет. Эпĕ вĕсемпе ушкăнсем çине пайласа ĕçлетĕп, — хаваспах пĕлтерчĕ мана çамрăк педагог. Занятие эрнере икĕ хутчен ирттерет иккен Надежда Алексеева. Хăй хатĕрлев ушкăнĕнче вăй хунă май вĕсемпе ытларах ĕçлет.

Кунта ачасем чăваш тĕррисене тĕрлеме кăна мар, чăвашла калаçма та хăнăхаççĕ. Хула ачисем ытларах вырăсла калаçнипе малтан вĕсене йывăртарах пулнă, анчах та вĕсем алă усмаççĕ: тăрăшаççĕ, малалла талпăнаççĕ.

Тĕрĕ тĕрлес ĕçе ытларах хĕр ачасем килĕштереççĕ пулин те вĕсен хушшинче арçын ачасем те пур. Надежда Юрьевна чăваш чĕлхине аталантарас тесе шăпăрлансемпе чăвашлах калаçать, ăнланманнисене вырăсла куçарса парать.

Халĕ нумайăшĕ кăнтăрлахи апат çинĕ хыççăн сĕтел хушшинчен «тавтапуç» тесе тухать. Ачасене чăвашла калаçма питĕ килĕшет.

— Эпĕ вĕсене малтан тĕрĕ çинчен каласа паратăп, унтан ĕçе пикенетĕп. Ман пата вĕсем хаваспах çÿреççĕ. Çак кружок ачасене кăна мар, ашшĕ-амăшне те килĕшни мана ĕçре вăй парса тăрать, — каласа кăтартрĕ Надежда Алексеева.

Ачасем çак ĕçпе питĕ кăсăкланаççĕ иккен. Вĕсен кăмăлне пĕлес тесе çак кружока çÿрекен Софья Тихоновăпа калаçрăм.

— Мана кунта питĕ килĕшет. Эпĕ килте аннепе тата асаннепе час-часах чăвашла калаçатăп. Чăвашла сăвă та, юрă та сахал мар пĕлетĕп, — терĕ те. — Чăх чĕппийĕ васкаса кÿлĕ хĕррипе пырать, — тесе юрлама пуçларĕ Соня.

Унсăр пуçне София акăлчан чĕлхине те килĕштерет иккен. «Аппа» сăмаха виçĕ чĕлхепе каларĕ.

Маттур та пултаруллă пулнишĕн пĕчĕк пикене медаль те панă. Ал ĕç тума ăна питĕ килĕшет. Çавăнпа та унăн малалла та çак енĕпе аталанас кăмăл пур. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.