Комментари хушас

Çĕрпÿ кĕперне тăвасси вăраха кайнине "Хыпар" издательство çурчĕн вулаканĕсем те пĕлеççех ĕнтĕ. Халĕ вара ĕçе çитес çул вĕçлессе шаннине республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ.

2013 çулта кĕпере "Волгомост" предприяти тума пуçланă. Тепĕр виçĕ çултан, ĕç йĕркеллĕ кайманнине кура, ку подрядчикпа контракта пăрахăçланă. Ĕçе пурнăçлакана суйламалли аукциона кăçалхи раштав уйăхĕнче тепре палăртма ĕмĕтленеççĕ.

Вера ТИТОВА.