Комментари хушас

10 Юпа, 2017

Конгресс «çанталăка» улăштарчĕ-и?

Çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, ĕмĕте шанса пуçтарăнчĕ чăваш 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче хăйĕн Аслă пухăвне. Икĕ кун ĕçлерĕ Чăваш наци конгресĕ. Тăван халăхшăн чăннипех пысăк та çутă уяв пулчĕ вăл.

Тĕнче тăрăх саланнă йăхташсене пĕр-пĕринпе çывăхлатасси, çыхăнтарасси çавăнтан пуçланчĕ. Халăхăн Аслă пухăвĕ наци аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне, культурăпа чĕлхе малашлăхне, республикăн чăн-чăн суверенитетне, наци пĕрлĕхне палăртас тата çирĕплетес тĕллеве хăй умне лартрĕ. Ун чухне пире, хавхаланупа тулнăскерсене, кирек мĕнле ыйту та шăл çемми пек туйăнатчĕ.

Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш утăмĕнчен пуçласа паянхи кунчченхи çул-йĕрне курса, тишкерсе тăнă май унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки шухăшăма кăшт та пулин палăртам. Паллах, конгресăн кĕрлесе те вĕресе тăракан «хуранĕнче» пиçĕхмен тейĕпĕр, çапах унăн тĕллевĕсене май, ăс, пултарулăх çитнĕ таран пурнăçа кĕртме хутшăннă. «Хыпарта» пичетленнĕ статьясенче.

Пĕрремĕш Аслă пуху вара яланах асра. Тÿри-шари, нацин чи маттур интеллигенцийĕ, ахаль халăх пĕр сывлăшпа — наци чăмăртанăвĕпе, пĕрлĕхпе, пĕр шухăшлăхпа — сывлатчĕ тейĕн. «Конгресс» сăмах хăех темĕнле мăнаçлăн илтĕннĕн туйăнатчĕ.

Ăçтан кăна килменччĕ-ши йăхташăмăрсем: Эстонирен, Молдовăран, Казахстанран, Латвирен, Укра-инăран, Венгрирен, Америкăран, çавăн пекех çĕршывăн вун-вун регионĕнчен. Пурте пĕр çын пек пулса малашлăх пирки шухăша путнăччĕ. Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикинчи, Раççей Федерацийĕнчи, НПППри /СНГ/ тата тĕнчери халăхсене чĕнсе каланинче Аслă пухăвăн тĕллевĕсене çапларах палăртнăччĕ: «…Эпир пур халăхпа та туслă пурăнасшăн, пирĕн хушăмăрти çыхăнусене анлăлатасшăн. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Этем прависен хартийĕнче палăртнă принципсене тытса пырасса шантаратпăр… Чăваш наци конгресĕ, тăван халăхăн хальхи лару-тăрăвне шута илсе тата хăй йышăннă документсенче унăн малашлăх çул-йĕрне палăртса татăклăн пĕлтерет: чăваш халăхĕн хăйĕн шăпине никамран ыйтмасăрах хăйĕн татса пама тулли право пур, вăл хăйĕн политика тытăмне ирĕклĕн палăртма, экономикăпа социаллă пурнăç тата культура аталанăвне ирĕклĕн йĕр-келесе пыма тивĕç…» Тăван халăха ĕмĕр-ĕмĕр хумхантаракан ыйтусене хускатакан çеç мар, татса пама пултаракан тытăм вырăнĕнчеччĕ ун чухне конгресс. Питĕ хăюллă ĕçлеме пуçланăччĕ ентешĕмĕрсем. Пĕр Аслă пуху иртет е тепри — йышăну хыççăн йышăну çуралатчĕ.

«Хыпар» хаçатăн çав вăхăтра кун çути курнă номерĕсене çĕнĕрен алла тытрăм. Статья, информаци, заметка ячĕсене çеç илер: «Пирĕн символ — чăвашлăх», «Эпир мĕскĕн-и?», «Хамăрăн тĕнпе пурăн-малла», «Пиртен тĕлĕнччĕр, пире ăмсанччăр», «Вăранар!», «Эпир ытти халăхран катăк мар» тата ытти те. Çĕнĕ вăхăт ертÿçĕсен, пултарулăх çыннисен, ахаль халăхăн çунатне çĕклерĕ. «Мĕн канăç памасть?» — тесе ыйтнăччĕ эпĕ Аслă пуху уçăличчен 1-2 сехет умĕн темиçе делегатран. Акă мĕн хуравланăччĕ мана сумлăран та сумлă ентешĕм Геннадий Волков академик: «Чăваш халăхĕ — ылтăн халăх. Анчах эпир хамăрăн пĕлтерĕше хаклама пĕлместпĕр. Шутласа пăхар-ха, вырăссене мĕн чухлĕ усă кÿнĕ эпир: пĕтĕм вăрçа-хĕрçе вĕсемпе тан хутшăннă, революци тунă… Паянхи Аслă пуху нимĕн те памасан чăвашăн урăх шанăç çук, çакăн хыççăн та пăр тапранмасан эпир ниме те тăмастпăр. Шупашкарта пурăнакансенчен çурри ытла — чăвашсем. Анчах наци шкулĕсем пур-и-ха унта? Аслă шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелле… Çапах та манăн шанчăк пур. Конгресс «çанталăка» улăштарĕ. Чăвашăн мĕскĕнлĕхĕ паянхи лÿшкесе тăракан çумăрпа иртсе кайтăрччĕ. Хамăр тĕллĕн пурăнма пултарайми халăх мар эпир».

Мĕн тума пултарнă çав тапхăрта чăваш ĕçĕшĕн? Хулара та тăван чĕлхене вĕрентме пуçланă, ятарлă гимназисем уçнă. Чĕлхе пирки ятарлă саккун йышăннă. Чăваш Республикин Патшалăх суверенлăхĕ пирки калакан деклараци те тухрĕ. Çав тапхăрти çĕнĕлĕхсенчен пĕри — Чăваш Енĕн Президентне суйлани.

Конгресăн паянхи тĕллевĕ те чĕрĕк ĕмĕр каяллахи пекех — наци аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне, культурăпа чĕлхе малашлăхне, наци пĕрлĕхне палăртасси тата çирĕплетесси, «тĕп» чăвашсене /Чăваш Енре пурăнакансемпе/ тулашри йăхташсен çыхăнăвне çĕнĕлле йĕркелесси. Мĕнлерех шайра пурнăçланса пыраççĕ-ха вĕсем? Мĕн пурри куç умĕнчех. Анчах, тĕпрен илсен, фольклор, йăла- йĕрке шайĕнчен çÿллĕрех çĕкленейместпĕр çав-çавах. Çеçпĕлĕмĕр сăмахĕсенчи пек — «Тĕп чăваш пурнăçĕ пуçланса кайĕ, йĕри-тавра чăваш чĕлхи анчах илтĕнĕ. Чăваш хулисенче ирĕклĕ чăвашсем, кăткăсем пек тăрăшса, хăйсене епле аван çавăн пек… канлĕн ĕçлĕç» — пурăнасса шаннăччĕ. Эпир кунта тĕп Чăвашра чăваш пурнăçĕпе пурăнатпăр-и? Чăвашлăх тени пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кăна аталанса пырать хамăрăн та. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр ĕмĕтленнĕ чăваш пурнăçĕ хальлĕхе пирĕн шухăшăмăрта кăна.

Чĕлхенех илер. «ЧР чĕлхесем çинчен» саккуна йышăннăранпа чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Анчах çак ыйтăва хулари вĕренÿ заведенийĕсенче çиелтен çеç пăхнипе шкулта чăваш чĕлхине 10 çул ытла вĕреннĕ хыççăн та ачасем ăна ют чĕлхесем чухлĕ пĕлмеççĕ. Хула урамĕсенчи рекламăна, вывескăна курсан чăваш чĕлхи пурри курăнмасть. Ку кăна мар, чылай чăваш ялĕнче çамрăксем ашшĕ-амăшĕн тăван чĕлхине манса пыраççĕ, йĕркеллĕ, таса калаçаймаççĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.