Комментари хушас

7 Юпа, 2017

Шăмăршăсем паян уява пухăнчĕç

Авăн уйăхĕнче Шăмăршă районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитрĕ. Паян Шăмăршăсем район юбилейне паллă тума пухăнчĕç.

Уяв сцени çинчен Шăмăршă районĕн ертÿçисем Владимир Денисовпа Менир Хамдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн заместителĕ Владимир Кузюков, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ Валерий Яковлев сăмах илчĕç. Вĕсем район хастарĕсемпе ĕçре палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Сăмахран, «Шăмăршă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ята виçĕ çын тивĕçрĕ.

Шăмăршăсене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина саламларĕ. «Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ÿснĕшĕн мухтанатăп эпĕ. Пирĕн районтан республика ят-сумне çÿле çĕкленĕ паллă çын сахал мар тухнă. Шăмăршă районĕ паянхи кун аван аталанса пырать. Малашне те район экономики çирĕп пуласса, çĕнĕ проектсем халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшасса шанатăп», — терĕ Татьяна Геннадьевна пурне те «Хыпар» Издательство çуртĕнче тухса тăракан чăваш хаçат-журналĕпе туслашма сĕнсе.

Уяв кунĕнче районти ял тăрăхĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç, алĕç ăстижсемпе тĕрлĕ предприяти хăйсен продукцийĕсене сĕнчĕç. Сцена çинче юрă-кĕвĕ янăранă май тĕрлĕ лапамра спорт тупăшăвĕсем иртрĕç, ипподромра лаша спортне юратакансем вăй виçрĕç.

Валерий ЯКОВЛЕВ, СССР халăх артисчĕ:

— Юлашки çулсенче Шăмăршă районĕ самай улшăнчĕ: сăнĕпе те хитреленчĕ, çĕнĕ çуртсемпе пуянланчĕ, пысăкланчĕ. Шăмăршă ялĕ те хула пекех ÿссе кайрĕ. 50 çул каялла кунта çулсем те çукчĕ. Ун чухне Канаш станцине çити трактор çуни çине ларса каяттăмăр. Пурнăç условийĕ лайăхланса пырать пулин те, шел те, халăх хухса пырать. Çамрăксем хуланалла тухса кайни, ялсенче ача-пăча йышĕ чакни питĕ пăшăрхантарать.

Автор тата Татьяна ВАШУРКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: