Комментари хушас

Килес çул Республика кунне Красноармейски районĕнче уявлĕçУказа Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян алă пуснă.

Аса илтерер: Чăваш Енĕн çуралнă кунне юлашки çулсенче республика тĕп хулинче çеç мар, районсенче те ирттереççĕ. Уява йышăнакансене ятарлă конкурс ирттерсе палăртаççĕ. Хальхинче Красноармейски районĕ тивĕçнĕ. Уява ирттерме тивĕç муниципалитета республика хыснинчен 10 миллион тенкĕ уйăрса парĕç. Тупрана ялсене хăтлăх кĕртме тăкаклама юрать. 

Вера ТИТОВА.