Комментари хушас

Чемпионат çакăн пек кăтартупа вĕçленчĕ: Раççей команди 1-мĕш вырăн йышăнчĕ: 7 «ылтăнсăр» пуçне хĕрсем 5 «кĕмĕле» тата 1 «бронзăна» тивĕçрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Италипе Япони командисем пайларĕç.

Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Шупашкар пики 17-ри Евгения Леванова пулнине палăртмалла. Пирĕн ентеш тусĕсемпе Анастасия Близнюкпа, Ксения Поляковăпа, Софья Скоморохпа, Анастасия Татаревăпа, Мария Толкачевăпа пĕр команда пулса Раççей чысне хÿтĕлерĕç. Вĕсем нумай енлĕ кĕрешÿре, ушкăнпа пĕрле виçĕ мечĕкпе тата скакалкăпа хăнăхтарусем туса — «ылтăна», пилĕк обручпа тупăшса «кĕмĕле» тивĕçрĕç.

Женя илемлĕ гимнастикăпа 4 çултанпах кăсăкланма тытăннă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Ирина Штайнер патне çÿренĕ. 12 çултанпа Чулхула облаçĕнчи В.С. Тишин ячĕллĕ олимп резервĕсен училищин илемлĕ гимнастика уйрăмĕнче тытăннă. Паянхи кунччен те унтах ăс пухать.

Кăçалтан вара Евгенийăна çĕршывăн пĕрлештернĕ командине йышăннă. Халĕ вăл Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕсем Ирина Винер-Усманова тата Татьяна Сергаева патĕнче ăсталăха туптать. Евгения Левановăн пухмачĕнче тĕнче кубокĕнче çĕнсе илнĕ медаль нумай.

РФ Президенчĕ Владимир Путин гимнасткăсене çĕнтерÿпе саламланă. Кремль сайтĕнче çапла çырни пур: «Пултаруллă, çирĕп тĕллевлĕ, туслă та ĕçчен пулнине кура эсир тĕнче чемпионатĕнче пысăк ăнăçусем çĕнсе илтĕр. Кăткăс хăнăхтарусене чуна хывса туйăмлă та илемлĕ пурнăçларăр. Илемлĕ гимнастика енĕпе Раççее никам та çитейменнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕр». Малалла вулас...

Алина ИЗМАН. ЧР Физкультурăпа спорт министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.