«Чунлă» пуканесем
Çакнашкал хитре пуканесем ăсталать Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче пурăнакан Федор Артамонов. Çичĕ теçетке çула çывхараканăн аллинче ĕç вĕрет. Вутă пуленки пуканене çаврăнать.
«Хресчен кил-çурчĕ» композици питĕ илĕртÿллĕ. Кил-çурчĕ мĕне тăрать! Пÿртре кăмака та, сĕтел те, кравать та пур. Алăкĕ те уçăлса хупăнать. Кунтах — ĕç хатĕрĕсем. «Вĕсене хăй вăхăтĕнче алран яман эпĕ», — тет Федор Александрович.
«Тарпа пиçнĕ çăкăр» композицире ĕç йĕркине сăнланă. Çăкăр туса илме çăмăл мар. Ăна алла иличчен тар кăларса вăй хумалла. «Çăкăр мĕнле пулнине кăтартас килчĕ. Çамрăк ăру ĕлĕкхи йĕркене ăса хывтăр, куртăр», — паллаштарать ĕçĕ-хĕлĕпе ăста.
Аслă Çĕнтерĕве халалласа та ятарлă композици йĕркеленĕ вăл. Фронта ăсатнинчен пуçласа вăрçă хирне сăнлани таранах.
Федор Артамонов вырăнти «Красное знамя» хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пĕр вăхăт трактористра, каярахпа слесарьте вăй хунă. Çавăн пекех унăн аллинчен пуртă-мăлатук кайман. Мастерской алăкĕ паян та уçă: е савалать, е тук-тук шаккать. Пуканесене те кунтах «чун» кĕртет. Вĕсем хăй пекех хастар, ялан «ĕçлеççĕ».
Федор Александрович хăйĕн ĕçĕсемпе ялти, районти куравсене яланах хутшăнать. Малалла вулас...