Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнчи Владимир Волков килĕнче музей йĕркеленĕ. Сăваплă çак ĕçе пуçăнма виçĕ хутчен пикеннĕ вăл. Юлашкинчен тинех хăйĕн тĕллевне пурнăçланă.
Çакнашкал хитре пуканесем ăсталать Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче пурăнакан Федор Артамонов. Çичĕ теçетке çула çывхараканăн аллинче ĕç вĕрет. Вутă пуленки пуканене çаврăнать.
«Хамăн ĕçе питĕ килĕштеретĕп, — тет Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнакан Галина Васильева. — Ачаранах выльăх-чĕрлĕхе юратса çитĕннĕ. Валя аппа патне фермăна чупаттăм, 1-мĕш класра вĕреннĕ чухнех ĕне сума хăнăхрăм, пĕчĕк пăрусене пăхса савăнаттăм. Каярахпа ĕмĕтĕме пурнăçларăм».