Юратнă ĕç - чун канăçĕ
«Хамăн ĕçе питĕ килĕштеретĕп, — тет Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнакан Галина Васильева. — Ачаранах выльăх-чĕрлĕхе юратса çитĕннĕ. Валя аппа патне фермăна чупаттăм, 1-мĕш класра вĕреннĕ чухнех ĕне сума хăнăхрăм, пĕчĕк пăрусене пăхса савăнаттăм. Каярахпа ĕмĕтĕме пурнăçларăм».
Чыс та, хисеп те ял-йышран
Аслă Пăла Тимешри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă май вăл кÿршĕ ял хĕрĕпе пĕлĕвне Чĕмпĕрти ял хуçалăх институтĕнче малалла тăснă. Чăваш хĕрĕсем аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн направленипе Калининград облаçне лекнĕ, ветеринари станцийĕнче тăрăшнă. Анчах тăван тăрăх хăй патнех туртнă. Çавна май Галина Ивановна каялла таврăннă, Елчĕк ветстанцийĕн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи участокĕнче ĕçлеме тытăннă. Кавал хĕрне тÿрех ертÿçĕ ĕçне шанса панă. 37 çул вăй хурать вăл кунта. 7 ял çыннин тата 2 хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕхне пăхса тăраççĕ ветеринарсем. Кирлĕ чухне прививкăсем тăваççĕ, сиплеççĕ.
«Ял çынни пулăшу ыйтма килсен килти ĕç-пуçа та, юрлă-çумăрлă çанталăка та пăхса тăмастăп — тÿрех тух-са чупатăп», — калаçăва тăсрĕ хастар хĕрарăм. Чăн та, унăн сăмахĕсене ял-йыш та çирĕплетет. «Хăш чухне çын тухтăрне кĕтсе ывăнатпăр, Галина Ивановна вара «васкавлă пулăшуран» та маларах çитет», — мухтаççĕ вĕсем ăна. Малалла вулас...