Комментари хушас

7 Авăн, 2017

Театр вĕренме чĕнет

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ чăвашла пĕлекен 15-20 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа театр студине йышăнать. Унта лекес тесен кастинг витĕр тухмалла. Тĕрĕслеве пыракансен юптарусем, вырăс тата чăваш авторĕсен сăввисене, проза произведенийĕсене, ташăпа юрă хатĕрлемелле.

Театрăн общественноçпа çыхăну тытакан специалисчĕ Надежда Андреева "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, студире вĕренекенсем Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче артист профессине алла илсе театрсенче ĕçлеме пултарĕç.

Студие çÿрес текенсен пултарулăхне авăн уйăхĕнчи кашни эрнекун, 17 сехетрен пуçласа 19 сехетчен, шăматкунпа вырсарникун 11 сехетрен пуçласа 13 сехетчен тĕрĕслĕç. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 45-00-34, 52-15-28.

 

Рубрика: