Вера ТИТОВА. Н. АНДРЕЕВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

7 Авăн, 2017

Театр вĕренме чĕнет

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ чăвашла пĕлекен 15-20 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа театр студине йышăнать. Унта лекес тесен кастинг витĕр тухмалла. Тĕрĕслеве пыракансен юптарусем, вырăс тата чăваш авторĕсен сăввисене, проза произведенийĕсене, ташăпа юрă хатĕрлемелле.